27 февраля 2016 г.
Ăшпиллĕ те ырă кăмăллă çынсем час ватăлмаççĕ, вĕсен кун-çулĕ вăрăм теççĕ. Тÿскелĕнчи Серафима Борисовăпа паллашнă хыççăн çак сăмахсем чăнлăхпа пĕр килнине туйса илтĕм. Ун çине пăхсан тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă тесе пĕрре те калас килмест.
...Тÿскелĕнчи Анна Степановнăпа Ефим Иванович Красновсен çемйинче çуралса ÿснĕ Серафима. Пилĕк пĕртăванран тăваттăшĕ ÿссе çитĕннĕ. Халĕ вара виççĕшĕ пурăнаççĕ. Хĕрĕсене çÿлти Турă вăрăм ĕмĕр парнеленĕ. Шăллĕ вара сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Унăн ачисене хăйĕнни пек юратать ватă.
Ачалăхĕ çăмăл килмен Симăн. Пурнăç тĕрĕслемеллипех тĕрĕсленĕ Красновсен ачисене. Ашшĕне кулак тесе айăпланă. Сĕтел-пукан ăсти пулнă вăл. Çапах та ывăлĕпе хĕрĕсем хуçăлса ÿкмен, малаллах талпăннă, ĕçре пиçĕхнĕ. Малтанах тăватă класс пĕтернипех çырлахма тивнĕ Симăн. Вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулнăран каçхи шкулта пĕлĕве анлăлатнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕччен колхозра ĕçленĕ вăл. 1943 çулта пысăк тавракурăмлă хĕре Патшалăх банкĕн Елчĕкри пайне бухгалтера ĕçе илнĕ. Шут ĕçне ăста хĕр тăватă çулран Елчĕкри механизациленĕ армана счетовод-кассира куçнă. Ун хыççăн çак должноçпах Елчĕкри йĕтĕн хатĕрлекен организацире ĕçленĕ. Кирек ăçта тăрăшсан та шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă С.Краснова. 1951 çулта Серафима Ефимовнăна Патшалăх банкĕн Елчĕкри пайĕн тĕп бухгалтер çумне çирĕплетнĕ. Кунта вăл хăйĕн пĕлĕвĕ çителĕксĕррине туйса Хусанти учетпа кредит техникумне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен тата 19 çул банкра тăрăшнă. Унтан вăл Елчĕкри рабочисемпе служащисен профсоюз райкомĕн тĕп бухгалтерĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вăй хунă.
Серафима Борисован тивĕçлĕ ĕçшĕн панă наградăсем йышлă. Çавăн пекех ăна ял çыннисем пĕрре кăна мар ял совечĕн депутатне суйланă.
Тÿскелĕн чипер пикине Таяпа Энтринчи Алексей Борисов куç хывнă. Вĕсем 1955 çулхи раштавра çемье çавăрнă. Алексей Васильевич ăста алăллă пулнипе палăрнă. Малтанах крахмал заводĕнче, каярахпа, мĕн пенсие кайиччен, «Сельхозтехникăн» районти пĕрлешĕвĕнче электрооборудованисене юсас тĕлĕшпе тăрăшнă. Шел, иртнĕ çул çĕре кĕчĕ çемье пуçĕ. 60 çул пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăннă Серафима Ефимовнăпа Алексей Васильевич.
Çамрăк мăшăр Таяпа Энтринчен Тÿскелне куçса килнĕ. Малтанах кивĕ пÿрт туяннă, унтан хăйсем кирпĕч çурт лартнă, хуралтăсем çавăрнă. Ĕçлеме ÿркенменскерсем сад-пахча ĕрчетнĕ.
Борисовсем икĕ ачана кун çути панă. Асли, Олимпиада Алексеевна, ĕмĕрне ачасене вĕрентес ĕçе панă. Вăл çемйипе Елчĕкре пурăнать. Йăх-несĕле малалла тăсаканĕ, Владимир ывăлĕ, тĕп килте. Владимир Алексеевичпа Маргарита Васильевна пĕр ывăл çитĕнтереççĕ. Алексей мăнукĕпе каçсах каять ватă. Шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ Борисовсем.
- Шăпама эпĕ нихăçан та ÿпкелемен. Пурнăç вара мана чăннипех тĕрĕсленĕ, - тет Серафима Ефимовна. - Халĕ, ватлăхра, чăннипех хĕрĕмпе, кĕрÿпе, ывăлпа, кинпе тата виçĕ мăнукпа, пĕр кĕçĕн мăнукпа савăнатăп.
Ватă ÿсĕмне пăхмасăр, аван çÿрет, çу кунĕсенче пахчана тухать. Уйрăмах çырла татма кăмăллать, кинне пулăшас тесе ана çине те çумлама тухать. Ачисем вара амăшне ĕçлеттересшĕн мар, 90 çул хушшинче пайтах пилĕк авнă вăл. Халĕ кансан та çылăх мар.
Юбиляра паллă кунпа саламлама Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Блинов, тăванĕсем, ялти «Шанăç» фольклор ушкăнĕ пуçтарăннă. Серафима Ефимовна тыл ĕçченĕ пулнă май, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин ăна ятран салам янă.
- Влаçрисем те манмаççĕ ĕç çыннине, хисеплесе сума сăваççĕ. Апла пулсан пурнăçа пустуй ирттермен. Тавтапуç пурне те, - тесе ăсатрĕ юбилей кĕрекине ларнă ватă килнĕ хăнасене...
В.АЛЕКСЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкре: С.Борисова.