20 февраля 2016 г.
Районта «Хавхалану çăлкуçĕсем» смотр-конкурс малалла пырать.
Тăрăмри культура çуртĕнче вăл асра юлмалла иртнĕ. Концерта ял тăрăхĕнчи тĕрлĕ профессиллĕ 50 ытла çынна пĕрлештернĕ хор «Хлебороб» юрăпа уçнă. Ĕç çынни çулталăкне халалланă «Çăкăртан асли çук» литературăпа музыка композицийĕ пурин чунне те тыткăнланă.
Ултă ял çыннисем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартнă. Сцена çине тухнă чи çамрăк артист улттăра, чи асли - 67 çулта. Куракансем уйрăмах Ангелина Петухова, Ольга Порфирьева, Валентина Петрова, Владимир Трофимов, Галина Смирнова, Эмиля Петухова пултарулăхне ăшшăн йышăннă. Ырă çын юрлани килĕшÿллĕ те çав.
«Алмантай» фольклор ушкăнĕ вара нумай-нумай ăшă сăмахсене тивĕçлĕ. Евдокия Каширина ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ çулран-çул ял тăрăхĕнчи çынсене кăна мар, район ĕçченĕсене анатри чăвашсен ĕлĕкхи, хальхи юррисемпе савăнтарать. Вĕсем районти Акатуй сцени çинче те кĕтнĕ юрăçсем. Елчĕкре кăна та мар, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче те вĕсем иртнĕ çул хăйсен юрри-ташшипе палăрнă. Районти, регионти смотр-конкурссен лауреачĕсем пĕрре мар пулса тăнă. «Алмантай» ушкăна культработниксемпе пĕрле аслă ÿсĕмри хĕрарăмсем те кăмăлпа çÿреççĕ. Юлашки вăхăтра ушкăна çамрăксем килни тата савăнтарать.
Ушкăн ертÿçи Евдокия Леонидовна нумаях пулмасть 55 çулхи юбилейне уявларĕ. Çак ятпа харсăр культура ĕçченне Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Трофимов, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи А.Александрова, «Районти централизациленĕ клуб тытăмĕ» МБУК директорĕ В.Портнова саламланă. Юратнă ĕçе чунтан парăннăскере кам калĕ пенсие тухнă тесе; Пăрчăкан пек вăр-вар та вашават, тапăртатса тăракан маттур хĕрарăм клуб ĕçне пăрахма шутламасть-ха. Вăл тăрăшнипе культура çуртне газ кĕртнĕ, электрооборудование улăштарнă, сигнализаци вырнаçтарнă, фойепе ĕç пÿлĕмĕсене, çурт тăррине çĕнетнĕ...
Евдокия Леонидовнăн кун-çул урапи тĕрлĕ енлĕ чупнă. Малтанах, Çĕрпÿри культура училищине пĕтерсен, Хĕрлĕçырти культура çуртĕнче художество руководителĕнче ĕçленĕ. Тăрăшулăхне кура ăна директора лартнă. Каçхи ĕç ачасене ÿстернĕ вăхăтра çăмăл килмен хĕрарăма. Çавăнпа та вăл учитель дипломне алла илнĕ. 1986-2005 çулсенче шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Вĕренекенсен юратнă вĕрентекенĕ пулнăран ял-йышра та, коллективра та хисеп çĕнсе илнĕ. Ачасен йышĕ чакнă май шкул хупăннă. Евдокия Леонидовна ĕçсĕр тăрса юлнă. Пултаруллă вĕрентекене, ĕнерхи культработника Тăрăмри культура çуртне ертсе пыма ыйтсан ним тăхтаса тăмасăр килĕшнĕ. Халĕ ачисем ÿссе çитĕннĕ, культура ĕçĕ уншăн нихăçан та ют пулман. Клубри тăхăр кружокран виççĕшне хăй çине илнĕ заведующи. Юрă-ташăра кăна мар, алĕçне те маттур Евдокия Каширина. Паян унăн кружокĕнче тухья, хушпу тата ытти çипуç ăсталакансем йышлă. Ырă та тарават хĕрарăм çипуçсене тăван-пĕлĕшне, тус-юлташне парнелеме те хатĕрлет.
Ĕçри ÿсĕмсемшĕн Евдокия Каширина «Чи лайăх клуб ĕçченĕ», республикăри «Чи лайăх культура ĕçченĕ» ятсене тата 50 пин тенкĕ гранта тивĕçнĕ.