20 февраля 2016 г.
Петр Петров Турханти чухăн хресчен çемйинче 1924 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ял çыннисем ăна «Ниçу Пети» тесе чĕннĕ. Темле йывăр пулсан та Петр Мефодьевич пĕлÿ тĕнчине талпăннă, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ.
1941 çулта çамрăка çара ăсатаççĕ. Ăна, пĕлÿ шайĕ аванах çителĕклĕ пулнине кура, кĕçĕн командирсем хатĕрлекен полк шкулне вĕренме яраççĕ.
Малтанхи çапăçăва П.Петров 1942 çулхи утă уйăхĕнче кĕрет. Кĕçĕн сержант хăйĕн отделенийĕпе çапăçура палăрать. Тăшманăн оборонине татса отделени фашистсен тылне тухать, нимĕçсен 7 салтакне тыткăна илет. Анчах та кунта вăл алăран йывăр аманать. 4 уйăх ытла госпитальте сипленет. Унтан çар службине кавалери чаçĕсенче малалла тăсать.
1944 çулта 1-мĕш кавалери корпусĕн 5-мĕш кавалери полкĕн 1-мĕш эскадрон йышĕнче Львов хулине ирĕке кăларма хутшăнать. Пĕр çапăçура вăл фашистсен çăмăл автомашинине çунтарса ярать, нимĕçсен 3 салтакне тыткăна илет. Ураран аманать, каллех госпиталь... Пĕр уйăх сипленнĕ хыççăн Петр Мефодьевича Украина çар округĕнчи НКВД Шалти çарĕсен стрелоксен 17-мĕш бригадин 209-мĕш уйрăм батальонне яраççĕ. Бригада штабĕ Львов хулинче, уйрăм 209-мĕш батальон Радзехув ялĕнче вырнаçнă пулнă. Батальон Дон, Кăнтăр-Хĕвелтухăç, 1-мĕш Украина фрончĕсен тылне сыхланă, тăшманăн разведкăпа диверси ушкăнĕсене сиенсĕрлетме хутшăннă.
Вăл вăхăтра Хĕвеланăç Украинăра бандеровецсен, националистсен хĕç-пăшалланнă отрячĕсем иртĕхнĕ - çуртсене çунтарнă, çынсене вĕлернĕ. Стрелоксен уйрăм 209-мĕш батальонĕ бандеровецсемпе националистсене хирĕç кĕрешнĕ. 1945 çулхи ака уйăхĕн 17-28-мĕшĕсенче çеç 209-мĕш батальон Станиславск (халĕ Ивано-Франковск) облаçĕнчи Косов тата Яблонов районĕсенче ОУНăн вăрттăн ĕçлекен 12 организацине, УПАн 5 сотнине, 941 бандеровеца тĕп тунă.
П.Петров кĕçĕн сержантăн награда пама тăратнă хутĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «Стрелоксен уйрăм 209-мĕш батальонĕн йышĕнче Украинăн Хĕвеланăçĕнчи облаçĕсенче бандитсене хирĕç кĕрешессинче хастарлăх, хăюлăх, паттăрлăх кăтартрĕ. 1945 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Петров кĕçĕн сержант Цеперово ялĕнче засадăра бандитсене çывăха ярса пулеметпа 5 бандита тĕп турĕ. Отделени командирĕн çумĕ пулнă май отделенире дисциплинăпа йĕркелĕхе тивĕç-липе тытса пырать». НКВД Шалти çарĕсен çÿлерех тăракан командованийĕ П.Петрова III степень Мухтав орденĕпе наградăлама тивĕçлине палăртнă. Пĕтĕмлетĕве НКВД Шалти çарĕсен стрелоксен 17-мĕш бригадин командирĕ Бромберг подполковник алă пусса çирĕплетнĕ.
СССР Верховнăй Канашĕн Президиумĕн 1946 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнчи 274Ÿ96 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн П.М.Петров сержанта II степень Мухтав орденĕпе наградăланă.
П.Петров сержантăн кăкăрне икĕ Мухтав орденĕ илемлетнĕ.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вĕçленнĕ хыççăн Турхан ялĕн мухтавлă ывăлĕ Шупашкар хулинче пурăннă, 2004 çулта пурнăçран уйрăлнă.
Ф.ПУПИН,
çар службин ветеранĕ, отставкăри офицер.