Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çынна - тивĕçлĕ пулăшу

20 февраля 2016 г.

Экономикăн кăткăс лару-тăрăвĕнче те ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕх палăрса каймасть. Кунти лару-тăрăва тĕпчесси, çынсене ĕçе вырнаçма пулăшасси, ĕçсĕррисене социаллă пулăшу парасси, вĕсене çĕнĕ профессисене алла илме пулăшасси, профориентаци ĕçĕсем тата ытти ĕç-хĕл пирки пуçартăмăр та халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн ертÿçипе М.Г.Васильевăпа:

- Халăха ĕçпе тивĕçтерекен мероприятисене 2012-2020 çулсем валли палăртнă патшалăхăн «Халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси» программипе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыратпăр. Патшалăх сĕнекен пулăшусем пахалăхлă пулнине кура ĕç рынокĕнчи лару-тăру лăпкă.
Иртнĕ çул халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра хăйсене тивĕçтерекен ĕç шыраса 910 çын килчĕ, вĕсенчен 92,3 проценчĕ ĕçе вырнаçма пултарчĕ.
Кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне центрта ĕçсĕр юлнă 35 çын шутланса тăнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,39 процентпа танлашнă.
- Марина Геннадьевна, çынсене ĕçе вырнаçма пулăшасси - кăткăс ĕç. Çак йывăрлăха çĕнтерес тĕллевпе мĕн туса ирттеретĕр;
- Çын нушине ăнланма тăрăшатпăр. Центра килекенсенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем. Çакна шута илсе, çĕнĕ хушма професси илме пулăшассине тĕп ĕçсенчен пĕри тесе шутлатпăр. Иртнĕ çул çеç ĕçсĕр юлнă çынсене парикмахер, маникюрша, ПЭВМ, «1С: Предприятие» АСБУ операторĕсем, повар, çĕвĕç профессийĕсене алла илме пулăшрăмăр. Çавăн пекех ытти çынсем те пирĕншĕн ют мар - 2015 çулта пĕтĕмпе 22 çын, çĕнĕ професси илсе, районти предприятисенче вăй хума пуçăнчĕ.
Юлашки вăхăтра 3 çул тултарман ачине пăхакан амăшĕсем çине те патшалăх тимлĕх уйăрать. Çакăн йышши 6 хĕрарăм хăйсене тивĕçтерекен специальноçа суйласа илсе вĕренчĕ, пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупрĕ.
Центрăн çул-йĕрĕсенчен тепри вăл - пушă вырăнсен ярмăрккисене ирттерни. Иртнĕ çулта çеç ĕç паракансем хăйсем патĕнче пушă 1026 ĕç вырăнĕ пурри çинчен пĕлтернĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вакансисен банкĕнче пушă 201 ĕç вырăнĕ пулнă. Урăхла каласан, ĕç шыракан кашни çын пуçне пушă 4 ĕç вырăнĕ. Халĕ ĕç паракансене медицина ĕçченĕсем, çĕвĕçсем, зоотехниксем, сутуçăсем, механизаторсем, парикмахерсем, тĕрлĕ ĕç тăвакансем ытларах кирлĕ.
Ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарассинче ĕçсĕр юлнă çынсене обществăлла ĕçсене явăçтарасси паллă вырăн йышăнать. Вĕсене пурнăçлама ятарлă професси илни кирлех мар. Çак тĕллевпе иртнĕ çул «Кирпич» ОООпа, А.Бикулов, А.Арефьев хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе, Т.Теплова, Г.Никитин уйрăм предпринимательсемпе, Ленин ячĕллĕ, «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕсемпе, ыттисемпе 41 килĕшÿ тунă, ĕçсĕр юлнă 135 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсене тÿлеме республика бюджетĕнчен уйăхсерен 1700-шер тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех вĕсем ĕç укçи те илсе тăраççĕ.
Кăçал та ку енĕпе ĕçе малалла тăсатпăр. Çулталăк пуçланнăранпа ĕç шыракан çынсене пулăшас тĕллевпе 9 килĕшÿ йĕркеленĕ, 10 сусăр çынна ĕçе вырнаçтарнă.
Професси училищисене, ятарлă професси паракан вĕренÿ учрежденийĕсене пĕтернисене хальхи вăхăтра ĕçе вырнаçма йывăр. Çавăнпа вĕсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессипе тимлетпĕр. Ĕçпе тивĕçтерекенсемпе килĕшсе татăлса центр пулăшнипе 2 çамрăк автомеханик тата повар-кондитер специальноçĕсемпе ĕçе пуçăнчĕç. Вĕсем «Телец» ОООра тата И.Нягин уйрăм предприниматель патĕнче вăй хураççĕ. Çакă çамрăксемшĕн питĕ меллĕ _ чи малтанах вăл наставник пулăшнипе ĕçе хăнăхать, опыт пухать, унтан хăйĕн специальноçĕпе яланлăхах ĕçе вырнаçать.
- Çапах та, Марина Геннадьевна, ĕçе çынна мĕн ачаранах хăнăхтармалла...
- Çакна та халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр хăйĕн тĕллевĕсенчен пĕри тесе шутлать. 14-18 çулсенчи çамрăксене вăхăтлăх ĕç тупса пани вĕсене çитĕннĕ çынсем пек туйма, криминаллă çул-йĕртен пăрăнма май парать. Çавăн пекех вăл ĕçе те хăнăхать. Ахальтен мар Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче «...халĕ пирĕн ачасемпе мăнуксем тивĕçлипе ĕçлеме вĕренччĕр, хăйсен пултарулăхне туллин уçса парса пурнăçра тивĕçлĕ çын пулччăр тесе хамăртан мĕн кирлине йăлтах тумалла. Ун чухне Чăваш Ен тата Раççей малашлăхĕ ăнăçлă пуласса çирĕппĕн шанма пултаратпăр» тесе палăртрĕ.
Иртнĕ çул районти предприятисемпе, организацисемпе 24 килĕшÿ туса çул çитмен 381 çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма май пулчĕ. Ялсене тирпей-илем кĕртес, ветерансене пулăшас, палăксене пăхса тăрас тата ытти ĕçсене ачасене явăçтарни вĕсен аллисене ĕçе хăнăхтарма, çын ĕçне хисеплеме, хăй ĕçлесе илнĕ укçа-тенке хаклама вĕрентет. Çакă уйрăмах кăçал, Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕнче, пысăк пĕлтерĕшлĕ.
- Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн органĕсем халăха професси ориентацийĕ парассипе ăнăçлă тăрăшаççĕ. Пирĕн районта ку енĕпе мĕн тунă;
- 2015 çулта профориентаци енĕпе 670 çын пулăшу илнĕ. Уйрăмах ку ĕçе шкулсенче вĕренекенсем хушшинче ытларах пурнăçласа пыма тăрăшнă. Иртнĕ çулхи октябрĕн 19-23-мĕшĕсенче районта волонтер-профориентаторсен «Сирĕн професси суйлавĕ» акци иртнĕ. Унта 64 мероприяти йĕркеленĕ, пурĕ 2005 вĕренекен хутшăннă. Ачасем класс урокĕсене, тĕрлĕ конкурса, вăйăсене, тренингсене, викторинăсене килĕштернĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ професси çыннисемпе тĕлпулусем ирттернĕ.
Районти тĕп библиотекăра, «Елчĕкри çăкăр завочĕ», «Чăвашьенкрахмал», «Эмметево» ОООсенче, «Прогресс» АХОра, «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче, «АСК-Яльчики» агрофирмăра, пушар чаçĕнче ирттернĕ экскурсисем те ачасен асĕнче паллă йĕр хăварчĕç.
Ăнăçлă аталанакан предприятисен ертÿçисемпе, тĕрлĕ шайри депутатсемпе ĕç профессийĕсен мăнаçлăхне ÿстерес тĕллевпе ирттернĕ тĕлпулусем те паллă вырăнта. Кăçал та Ĕç çулталăкĕнче ку енĕпе туллин ĕçлесе пырăпăр.
- Инвалидсен пурнăçĕ нихăçан та çăмăл мар. Вĕсене пулăшассипе мĕнле ĕçсем пурнăçланă;
- Ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас тĕлĕшпе йышăннă патшалăхăн тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртсе, иртнĕ 2015 çулта федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса сусăр çынсем валли 2 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
Çавăн пекех «Прогресс» АХОра, «Комбайн» ЯХПКра, районти тĕп больницăра, пĕтĕмпе 16 организацире сусăр çынсем валли ĕç вырăнĕсем уйăраççĕ.
Иртнĕ çул халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра 25 сусăр çын ĕç шыраса килнĕ, вĕсенчен 92 процентне ĕç тупса пама пулăшнă.
Сусăр çынсене ĕç тупма пулăшасси 2016 çулта та центрăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать.
А.КАРЛИН калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика