Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăрмавсăр йĕркеленĕ

20 февраля 2016 г.

Чăрмавсăр йĕркеленĕ

Курнавăш ял тăрăхĕнчи ялсем хушшинчи çулсене хĕллехи вăхăтра юртан тасатса тăрассишĕн яваплă пулса тăракан вырăнти ялхуçалăх предприятийĕсем - «Сатурн» ЯХПК тата «Клевер» ООО ĕçе чăрмавсăр йĕркелесе пыраççĕ.

Кăрлач уйăхĕнче уйрăмах юр нумай пулчĕ, юр хÿсе лартнă çулсене кашни кун тенĕ пек тасатма тиврĕ. Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Курнавăш ялĕсенчи çул-йĕре пăхса тăма ятарласа çирĕплетнĕ Владимир Кукурузов, Турхан, Вырăскасси, Çуткÿл ялĕсемшĕн яваплă Анатолий Паймин хăйсене шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ.
Муниципалитет шайĕнчи Елчĕк - Курнавăш, Курнавăш - Вырăскасси çулĕсем çинче «Чувашавтодор» АУОн Канашри территори производство управленийĕн Елчĕкри прораб участокĕн тата ДПМК «Яльчикское» коллективĕсен ĕçченĕсем çил-тăман асар-писер алхаснă вăхăтра çулсене юртан тасатассипе талăкĕпех дежурство йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем пăрлак çулсене хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапаççĕ.
Сăмах май, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Смирнов çуркунне, юр ирĕлнĕ хыççăнах, Курнавăшри Набережная урамри 1 çухрăм та 315 метр инçĕш çула вак чул сарса хытарма тытăнасси çинчен пĕлтерет. Кирлĕ материалсене кĕркуннех турттарса хунă - ĕçе пикенмелли анчах юлнă.
С.АНАТОЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика