20 февраля 2016 г.
Çынсене ĕçлеме кирлĕ условисем туса парассинче, ĕç хутшăнăвĕсене уççăнлатассинче коллективлă килĕшÿ паллă вырăн йышăнать.
Коллективлă килĕшĕве ĕçпе тивĕçтерекен тата ĕçлекенсем йĕркелеççĕ. Вăл вĕсем хушшинчи ĕçпе кану хутшăнăвĕсене, условийĕсене татса парать. Коллективлă килĕшĕве 3 çула йышăнаççĕ, каярахпа ăна тăсма пултараççĕ.
Районта 326 предприятипе организаци, учреждени шутланать. Вĕсенче 2997 çын тăрăшать. Коллективлă килĕшÿсене 63 ĕç субъектĕнче хатĕрленĕ, вĕсенчен 76 процентне район администрацийĕнче регистрациленĕ. Ĕç килĕшĕвĕсенчи условисемпе 2017 çын туллин усă курать.
А.БОРИСОВ,
район администрацийĕн ĕç
хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалисчĕ.