Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынни хисепе тивĕç

20 февраля 2016 г.

Ĕç çынни хисепе тивĕç

Раççейри Кино, Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкĕ районта нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Чаплă уява вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем, ĕç династийĕсемпе сумлă ветерансем хутшăнчĕç.

Чăваш Республикинчи вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, район пуçлăхĕ Петр Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый, уява хутшăннă тата ытти хăнасем малтан культурăпа кану центрĕн фойинче ĕç çыннине сума суса хатĕрленĕ куравпа паллашрĕç. 

Районти пĕрлештернĕ хор чăваш халăхĕн гимнне - «Алран кайми аки-сухи» юрра шăрантарнă хыççăн Елчĕк енĕн ĕçчен те пултаруллă çыннисене район пуçлăхĕ Петр Скворцов саламларĕ. Асра юлма тивĕçлĕ паллă çулталăкра пурне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума, тăван район аталанăвĕшĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшса ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çак самантпа усă курса вăл агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тата ăнăçлă ĕçленĕшĕн «Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕн председательне Юрий Мясникова Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе чысларĕ. Район пуçлăхĕн сăмахĕсем çумне хутшăннă Чăваш Републикинчи вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова Чăваш Республикин Правительстви Кино, Ĕç çыннин çулталăкĕсене пĕрлештерсе питех те тĕрĕс тунине, тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хураканăн пархатарлă ĕçне кинофильмсенче тата ытларах кăтартма майсем пулнине палăртрĕ. Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Галина Веникова учительницăна ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин, А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне Роберт Григорьева вĕренÿ работникĕсен профсоюз рескомĕн Хисеп грамотисене парса чыс турĕ.

Хаçат тата культура ĕçĕсенче тăрăшса вăй хуракансем те йышлă. Чăваш Республикин культура работникĕсен профсоюз рескомĕн председателĕ Светлана Демидова Тăрăмри культура çурчĕн заведующине Евдокия Каширинăна рескомăн, культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисене Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн директорне Клавдия Васильевăна, шкул преподавательне Луиза Доброхотовăна, Ольга Шмелева культорганизатора (Курнавăш) пачĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултаруллă çамрăксене ятран палăртса паракан стипендие 2016 çулта илме тивĕçлĕ пулнисене мĕнпур ĕç çынни умĕнче чыслани те меллĕ пулчĕ. Мĕншĕн тесен çакă вĕсене малашне тата тăрăшса вĕренме, ĕçлеме хистесе тăмалла. Ялхуçалăх производствин пултаруллă организаторĕ - Социализмла Ĕç Геройĕ, Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Николай Иванович Панкратов, СССР халăх учителĕ, хăйĕн ĕмĕрĕн 55 çулне учительте ĕçлесе ирттернĕ Петр Никифорович Чернов тухса калаçни, мухтавлă ентешĕмĕр - Геннадий Никандрович Волков академик, этнопедагог кун-çулĕнчи пулăмсем çинчен хатĕрленĕ кинороликпа паллашни иртнĕ вăхăта таврăнма пулăшать, пурнăç çинчен тарăнрах шутлама вĕрентет. Геннадий Никандрович чĕркуçленсе ларса тăван çĕре чуптунă самантра, çавăн пекех сăпайлăн пил панă вăхăтра залри çынсен куçĕсем куççульпе тулчĕç. Тăван çĕрĕн пылчăкĕ те, тусанĕ те пылак теççĕ. 

Ĕç династийĕсене - пĕр отрасльте ĕçлесе 50 çул ытла ĕç стажĕ пуçтарнă çемьесене чысласси те мăнаçлă, сумлă пулса иртрĕ. Пирĕн район - ялхуçалăх районĕ, çакна шута илсе чи малтан ялхуçалăх ĕçченĕсен династийĕсемпе паллашрăмăр. Вĕсем: Патреккелти Миллинсемпе Горшковсем, Аслă Пăла Тимешри Портновсем, Тăрăмри Петровсем, Кавалти Анисимовсем, Кармалти Лапшинсем. Чи нумай - 257 çул ĕç стажĕ пуçтарнисем - Носовсем.

Чăваш йăли-йĕркипе культурине упраса хăварассишĕн, çакна çитĕнекен ăру ăс-хакăлĕнче çирĕплетессишĕн Патреккелти Борисовсен çемйи çак çулсем тăршшĕпе тивĕçлĕ тÿпе хывать. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Патреккелти халăх хорĕн ертÿçин çемйин культурăри ĕç стажĕ те пысăк - 100 çул ытла. Унăн Полина хĕрĕ - чăваш эстрадин çăлтăрĕ. Максим мăнукĕ те кукашшĕ çулĕпе утать - сцена çинче юрлать. 
«Шур халатлă тухтăр» юрăпа тухтăрсен династийĕсене чысларĕç. Вĕсем: Катайкинсем, Перушкинсем, Бакинсем, Яковлевсем, Кузьминсем, Спиридоновсем, Клементьевсем. Сывлăх хуралĕнче чи нумай çул ĕçлекенсем - Молоствовсем. Вĕсен ĕç династине - 452! çул. Чирлисене эмелпе анчах мар, ăшă сăмахпа та сиплеме пултаракан çак ырă çынсен - Анатолий Ефимовичпа Любовь Сергеевна умĕнче нумай çын пуçĕсене таять. 

Кирек хăш професси те хисеплĕ. Чи кирли - ĕçе юратса пурнăçлани. Полици пайĕнче, пушар хуралĕнче, газ участокĕнче, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕнче, предпринимательствăпа суту-илÿ тытăмĕнче нумай çул вăй хунă Абейдуллинсен, Кузнецовсен, Федотовсен, Нягинсен, Григорьевсен, Падуевсен çемйисемпе паллашма та кăмăллă пулчĕ. 
Эпир пысăк саспаллисенчен пуçласа çырма хăнăхнă учитель профессийĕ те чи сумлисенчен пĕри. Вĕсем хушшинче Питеркинсем, Миловидовсем, Таллеровсем, Богдановсем, Петровсем, Сазоновсем, Дмитриевсем, Агеевсем, Скворцовсем, Кузнецовсемпе Корниловсем, Черновсем, Кирилловсем, Комиссаровсем, Муравьевсемпе Солинсем, Шелтуковсем, Антоновсем, Прохоровсем, Красновсем, Кузнецовсем, Константиновсем, Осиповсем, Петровсем. Петр Смирнов династийĕн ĕç стажĕ - 501 çул.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый чун-чĕререн палăртса каланă сăмахсене йышăнма питех те кăмăллă пулчĕ: «Ĕç çынна чыс, хисеп кÿрет. Ĕç династийĕсем пирĕн юратнă çĕршывăн пуласлăхĕшĕн хăйсен тивĕçне чунтан парăнса пурнăçлаççĕ, чи кирли, ăруран ăрăва куçараççĕ. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр». Çак сăмахсем çумне урăх мĕн хушса калăн?

Ытарайми, мăнаçлă Елчĕк ен тĕрлĕ професси çыннисене ÿстерсе çитĕнтернĕ. Хамăр çынсем - уява хутшăннă Зоя Яковлева (Аслă Таяпа) журналист, Владимир Галошев (Кушкă) телережиссер пирĕн пархатарлă кун-çул пирки кино ÿкерме те пултарĕç...

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика