17 февраля 2016 г.
Ĕнер районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, бюджет организацийĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ - район пуçлăхĕ П.Скворцов ертсе пычĕ.
Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен тĕп вырăнта район харпăрлăхĕнчи пурлăхпа çыхăннисем пулчĕç. Район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи М.Павлова иртнĕ çулхи муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха приватизацилемелли программа пурнăçланни, 2016 çулхи приватизаци прогнозĕ пирки, çавăн пекех пĕр харпăрлăхри пурлăха тепĕрне куçарасси çинчен чарăнса тăчĕ. Депутатсем тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи И.Михайлов, район администрацийĕ çумĕнчи административлă комиссин председателĕ Л.Левый иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç.
2015 çулта полицин районти пайĕ хăйĕн ĕç-хĕлне уççăн туса пыма тăрăшнă. Ку енĕпе тĕрлĕ шайри сайтсенче, массăллă информаци хатĕрĕсенче информацисем вырнаçтарнă. Акă, иртнĕ çул районти «Елчĕк ен» хаçатра 44 материал кун çути курнă.
Полицин районти пайĕ ĕçре ытти тĕрлĕ майсемпе те анлăн усă курать. Кунта уйрăм çынсенчен килнĕ хыпарсемпе заявленисем паллă вырăн йышăнаççĕ - вĕсемпе усă курса 68 уголовнăй ĕç пуçарнă. Çавăн пекех видеокамерăсемпе усă курни, тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем ирттерни те право йĕркисене çирĕплетме май парать.
Л.Левый, административлă комиссин ĕçне хакланă май, иртнĕ çулта 21 административлă ĕçе пăхса тухнине, вĕсемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунине палăртрĕ. Çакна та аса илтерчĕ: малашне административлă протоколсем хатĕрлекенсен йышне ÿстернĕ - район администрацийĕн пайĕсен ертÿçисем те вĕсене çырса хатĕрлеме пултараççĕ.
Районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем И.Михайловпа Л.Левый тунă информацисене шута илчĕç.
Çакăнпа районти Депутатсен пухăвĕ черетлĕ ларăва вĕçлерĕ.
А.КАРЛИН.