17 февраля 2016 г.
Пăла тăрăхĕнчи Елчĕк, Патреккел, Элекçей Тимеш, Акчел, Тÿскелпе Ĕнел ялĕсене пĕрлештерсе тăракан районти чи пысăк ялхуçалăх предприятине, самана тапхăрне кура ячĕ улшăнса çĕнелнĕ «Прогресс» акционерсен хупă обществине йĕркеленĕренпе кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче 55 çул çитет.
Тĕрлĕ çулсенче хуçалăха ăста ертÿçĕсем: Николай Ефимович Московский, Александр Федотович Иванов, Николай Петрович Миллин, Михаил Ильич Разумов ертсе пынă. 2009 çултан пуçласа хуçалăх тилхепи ялхуçалăх производствин мĕнпур картлашкине утса тухнă - ферма заведующийĕ, бригадир, акционерсен хупă обществин директорĕн çумĕ пулнă Петр Арсеньевич Скворцов аллинче. Ертÿçĕн çăмăл мар лавне туртакан мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă ертÿçĕне эрнекун пулса иртнĕ отчетпа суйлав пухăвĕнче уполномоченнăйсем иккĕмĕш тапхăра директор пулма суйлани те ахальтен мар. Çак вăхăтчен мĕнле ĕçлени пĕтĕмпех пирĕн куç умĕнче. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйăракан кредитсемпе усă курса çĕнĕлĕхсене алла илни - ĕçе тухăçлă йĕркелес, выльăх-чĕрлĕх фермисенче пысăк калăпăшлă реконструкци ĕçĕсене нумай туса ирттерни выльăхсен хисепне тата ÿстерме май панă. 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ялхуçалăх предприятийĕн фермисенче 6500 пуç! сысна шутланнă. Уйрăмах çав çулсенче, сысна ĕрчетни тата усăллăрах, тупăшлă пулнине астăватпăр. Рынокри танмарлăхра аграрисен умне тухса тăнă кăткăслăха кура юлашки çулсенче сыснасен хисепне чакарма тивнине пытараймăн. Апла пулин те, хальхи вăхăтра кунта вĕсен хисепĕ сахал мар - 5807 пуç.
- Çакна вăхăтлăх йывăрлăхсем тесе шутлатпăр. Малашне те ялхуçалăх производствин пур отрасльне те модернизацилемелле, çакăншăн çине тăрса ĕçлемелле, - терĕ Петр Скворцов директор.
Çак çулсенче техника паркне çĕнетме нумай укçа-тенкĕ усă курнă. Финанс кризисĕн тапхăрĕнче те ялхуçалăх предприятийĕнче тĕп фондсене ÿстерсе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра тĕп фондсем 204 миллион та 195 пин тенкĕлĕх шутланса тăраççĕ.
5025 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куракан «Прогресс» акционерсен хупă обществи 2015 çулхи ялхуçалăх çулталăкне лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Пĕтĕмпе продукци туса илсе сутнинчен хуçалăх кассине 132 миллион та 244 пин тенкĕ /2014 çулхинчен 5 миллион тенке яхăн ытларах/ укçа пырса кĕнĕ. Таса тупăш 17 миллион та 606 пин тенкĕпе, рентабельлĕх 16 процентпа танлашнă. Усă куракан 1 гектар çĕр пуçне шутласан, таса тупăш пайĕ 3504 тенкĕ тивĕçет.
Ăратлă сысна, ĕне выльăх ĕрчетессипе ятарласа ĕçлекен ялхуçалăх предприятийĕнче отчетлă тапхăрта 1738 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран сăвăнакан 615 ĕне пулнă, 2009 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сăвăнакан ĕнесен хисепĕ те 145 пуç ÿснĕ. Вĕсен продуктивлăхĕ пысăк. Пĕтĕмпе 37031 центнер /2014 çулхипе танлаштарсан 102 процент/, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 737 центнер сĕт, 138 центнер аш-какай туса илнĕ, пĕр ĕнерен 6031 килограмм сĕт сунă.
- Пĕр ĕнерен сĕт сăвассине 7000 килограма çитересси - тĕп тĕллев. Çакна Надежда Доброхотова тĕслĕхпе çирĕплетсе пачĕ. Отчетлă тапхăрта вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 7064 килограмм сĕт сума пултарчĕ, - палăртрĕ директор отчетлă тапхăрти ĕçе пĕтĕмлетсе. Надежда Терентьева, Светлана Петрова, Наталья Чернова, Надежда Скворцова, Алевтина Николаева ĕне сăвакан операторсем те умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлассишĕн кулленхи ĕçре хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хываççĕ.
Мăйракаллă шултăра выльăхсене пĕр талăкра 828 грамм, сыснасене 589 грамм ÿт хуштарнă. Пурĕ - 5654, кашни тĕп амаран 25,1 çура илнĕ. Валентина Салмина, Ирина Машкова, Татьяна Данилова, Валентина Горшкова, Антонина Воронцова, Татьяна Антонова ферма ĕçченĕсен кăтартăвĕсем вара тата сулмаклăрах. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне кирлĕ шайра аталантарни - укçа-тенкĕн шанчăклă çăлкуçĕ. Кунта тупăшăн пысăк пайĕ пахалăхлă аш-какай, сĕт туса илнинчен тата ăратлă выльăх сутнинчен пырса кĕрет. Отчетлă тапхăрти çак кăтарту 127 миллион та 725 пин тенкĕпе танлашнă.
1860 гектар çинчен пурĕ 51245 центнер, 2014 çулхипе танлаштарсан 2548 центнер ытларах тыр-пул пухса кĕртнĕ. Пусăçаврăнăшне кирлĕ пек йĕркелесе пыни, çĕнĕ вăрлăхсемпе усă курни ÿсен-тăран культурисенчен ытларах тухăç илме май парать. Ялхуçалăх предприятийĕнчи йышлă выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хывассине тĕп вырăна хураççĕ. Кăçалхи хĕл тапхăрĕ валли мĕнпур апата - утă, сенажпа куккурус силосне иртнĕ çулхинчен чылай ытларах хывса хăварнă.
Черетлĕ çуракири тĕллевсем те паллă. Тĕш тырă культурисем иртнĕ çулхи пекех, 1860 гектартан кая мар пулмалла. Кĕрхи культурăсен лаптăкĕ - 1000 гектар, унăн никĕсне агротехника хушнă чи лайăх вăхăтра хывса хăварнă. Чи пысăк лаптăка, яланхиллех, выльăх апачлĕх культурăсене /куккурус, пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксем/ акса çитĕнтерме уйăраççĕ. Ялхуçалăх предприятийĕнче ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама мĕнпур майсем çителĕклĕ. Уй-хир хуçисем - çĕнĕ йышши кăткăс техникăна чăрмавсăр, кал-кал ĕçлеттерме пултаракан Владимир Борисов, Владимир Можаев, Валерий Охотин, Сергей Марков, Юрий Гаврилов, Владимир Филимонов, Иван Кузнецов механизаторсен, Николай Егоров, Алексей Колсанов, Андрей Смирнов тата ытти ĕçченсем шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăлараççĕ.
Кунта вырăнти продукцие ĕçлесе хатĕрлекен ятарлă цехсем пурри, вĕсенче туса кăларакан пахалăхлă апат-çимĕç таварĕсене хăйсен лавккисенче сутни те ялхуçалăх предприятине тупăш кÿрет. Иртнĕ çул вырăнти продукцие реализациленинчен 3 миллион та 248 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ.
Отчетлă тапхăрта хăйсен отраслĕсенче мĕнле ĕçлени çинчен Александр Владимиров тĕп агроном, Валерий Куприянов тĕп инженер, Юрий Чернов тĕп зоотехник, ĕç сыхлавĕн тата техника хăрушсăрлăхĕн тĕп специалисчĕ Михаил Куприянов тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Валентина Миллина тĕп экономист финанс хуçалăхĕн ĕçне тишкерчĕ, Наталия Антонова тĕп бухгалтер çулталăкри отчетпа паллаштарчĕ. Ревизи комиссийĕн председателĕ Ольга Крылова, комплекслă бригадăсен бригадирĕсемпе фермăсен заведующийĕсем, ĕç ветеранĕ Михаил Разумов, акционерсен обществин уйрăм ĕçченĕсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç - тухăçлă ĕçлеме тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса панăшăн дирекцие тав турĕç.
Пухăва хутшăннисене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов, «Россельхозбанк» акционерсен обществин хушма офисĕн районти уйрăмĕн управляющийĕ Алексей Миллин, Патреккелти шкул директорĕ Ольга Петрова саламларĕç.
Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый пĕтĕмлетрĕ, ял ĕçченне пархатарлă ĕçĕшĕн тав турĕ, малашне тата пысăк ÿсĕмсем çывхартма ăнăçу сунчĕ. Май пулнипе усă курса тивĕçлĕ ĕçченсене - Александр Можаев механизатора, Вера Соловьева заправщицăна район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чыс турĕ.
Ялхуçалăх производствинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене тивĕçлĕ канăва тухас умĕн «Акционерсен хисеплĕ членĕ» ятпа чысласси йăлана кĕнĕ. Хальхинче çак ята Мария Алексеева тивĕçлĕ пулчĕ. Мария Ильинична 40 çула яхăн тăван хуçалăхра тĕрлĕ вырăнсенче ĕçленĕ, хальхи вăхăтра бухгалтер пулса тăрăшать. Ĕçченсен тепĕр ушкăнне хаклă парнесемпе чысларĕç.
Акционерсен хупă обществин ĕçченĕсене артистсем саламларĕç. Патреккелти халăх хорĕн коллективĕ тата чăваш эстрада çăлтăрĕсем - Полина Борисова, Петр Ермолаев, Андрей Шадриков, Виктория Захарова чаплă концерт кăтартрĕç.
Светлана АРХИПОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕнче: Акционерсен хупă обществин директорĕ Петр Скворцов ят-сума тивĕçлĕ пулнă Иван Кузнецова, Мария Алексеевăна, Владимир Филимонова тата Юрий Гаврилова чыслать.