13 февраля 2016 г.
Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Турхан ялĕсенчи граждансен пухăвĕ пулса иртрĕ. Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Смирнов иртнĕ çулхи ĕç-хĕле тишкерсе кăçал пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕ.
Курнавăш ял тăрăхне çичĕ ял кĕрет. 1008 хуçалăхра 2647 çын пурăнать. Халăх йышĕ çулсерен чакса пырать. Ĕçлеме пултаракан 1403 çын, пенсионерсем - 754. 18 çула çитмен 462 ача, вăл шутран шкул çулне çитеймен 112 пепке. 52 тулли мар çемьере 73 ача çитĕнет. 718 хуçалăх çутçанталăк газĕпе усă курать. 350 килте компьютер пур.
Пĕлтĕр ял тăрăхĕнче 8 çĕнĕ çемье хутшăннă, 3 çемье уйрăлнă. Ытти çĕрти пекех кунта та ача çураласси çулсерен чакса, çав вăхăтрах вилекенсен йышĕ ÿссе пырать. Пĕлтĕр 16 ача кун çути курнă, 39 çын вилнĕ. Çуткÿл ялĕнче вара пĕр ача та çуралман.
Ял тăрăхĕ 90-95 çултан иртнĕ сумлă ветерансемпе савăнать. Вунулттăн вĕсем. Вĕсенчен пĕри - Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Николай Сидоров. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса вăл иртнĕ çул хваттерлĕ пулнă.
Курнавăш тăрăхĕ унчченех пуян та хăтлă пурăннипе, харсăр пулнипе палăрнă. Паян та алă усса ларакансем сахаллăн кунта. Ытларахăшĕ сухан, севок, кишĕр туса илес енĕпе уйрăмах тăрăшуллă. Çав вăхăтрах уйрăм хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх тытасси çулсерен чакса пыни сисĕнет. Ял çыннисем хуланалла çаврăнтăмăр мар-и, картишĕнче выльăх сасси те илтĕнми пулчĕ вĕт. Иртнĕ çул уйрăм хуçалăхсенче 634 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытнă. Вĕсен йышĕ, 2014 çулхипе танлаштарсан, чакнă. Çапах та сĕт «шурă ылтăн» пулнине ăнланса сăвăнакан ĕнесен йышне ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра уйрăм хуçалăхсенче 306 пуç сăвăнакан ĕне шутланать. Çĕр ĕçĕпе ĕçлеме, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерме ÿркенменнисем хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем йĕркеленĕ. Кам пĕлмест пулĕ Ю.Цветков, А.Мясников, П.Прохоров, А.Гладков, Н.Гладков, Ю.Петров, А.Алексеева фермерсен ырă та пархатарлă ĕçне?
Ял тăрăхĕнче 2 вăтам шкул, 13 лавкка, икĕ ача сачĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ, икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, виçĕ культура çурчĕ, виçĕ библиотека, халăх музейĕ тата Вырăскассинчи «Шанăç» фольклор ушкăнĕ ĕçлет. Ял çыннисем пушă вăхăта усăллă ирттерес тесе культура çурчĕсене хаваспах çÿреççĕ. Аслă ăру çыннисем ырă йăла-йĕркене манăçа кăларас мар тесе тăрăшни куç умĕнче. Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи «Хозяюшка» клуб членĕсем алĕçĕпе нумай аппаланаççĕ, çамрăксене çыхма, тĕрлеме вĕрентеççĕ. Пенсионерсемсĕр ялти пĕр мероприяти те иртмест.
Пĕлтĕр федераци, республика пулăшнипе Е.Цветкова, Н.Квасов, В.Федоров çемйисем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Нумай ачаллă çамрăк çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса панă.
Ялсене, масарсене тирпей-илем кĕртесси, урамсенче çутă çутасси, пушар сÿнтерекен машинăсене тытса тăрасси яланах çивĕч тăрать. Хытă каяшсене свалкăна турттарасси, пай çĕрĕсене регистрацилесси те тĕрлĕ ыйтусем кăларса тăратать. Кашни урама яка çулпа çыхăнтарасси те çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем. Паян ялсенче пылчăк çăрăлакан урамсем те пур-ха. Çавăнпа та ял тăрăхĕ умĕнчи тĕллевсем пысăк. Вĕсене вара халăхпа пĕрле канашласа, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен кăна татса пама пулать.
Граждансен пухăвне район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.Павлова, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи З.Яковлева хутшăнчĕç, ял çыннисен пай çĕрĕпе, пенси парассинчи çĕнĕлĕхсемпе çыхăннă ыйтусем çине тĕплĕ хуравсем пачĕç.
В.СМИРНОВА.