13 февраля 2016 г.
Манăн пай çĕрне кÿршĕ туянасшăн. Мана вара, ватă çынна, вăл кирлех те мар, ачасем те хулара пурăнаççĕ. Ăна сутасси пирки калаçса татăлса килĕшÿ те çирĕплетнĕччĕ. Анчах нумай функциллĕ центрта нотариус хутшăнмасăр çак ĕçсене пурнăçлама юраманни çинчен каларĕç. Çакă тĕрĕс-и?
Семен ХЛЕБНИКОВ.
- Тĕрĕсех, 2016 çултан пуçласа ялхуçалăх тĕллевлĕ пай çĕрĕсене нотариус хутшăнмасăр сутаймăн. Росреестра документсене патшалăх регистрацийĕ тума париччен малтан нотариус патне пымалла. Вăл вара икĕ ен те хăйсен ирĕкĕпе тата саккунпа килĕшÿллĕн çак ĕçе пурнăçлама килĕшнине çирĕплетет. Ку тĕлĕшĕпе кирлĕ мĕнпур хутсене хатĕрлесе çитернĕ хыççăн анчах пай çĕрне çĕнĕ хуçа çине куçарас ыйтупа Росреестра пымалла.
Çакна та палăртса калатпăр, хăвăр пай çĕрне кÿршĕне сутас тетĕр пулсан унăн хăйĕн харпăрлăхĕнчи пай çĕрĕ те çак лаптăкрах пулмалла.