13 февраля 2016 г.
Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче 2016 çулхи пенсисемпе социаллă тÿлевсем çинчен «хĕрÿ телефон» линийĕ иртнĕ.
«Хĕрÿ линипе» 44 шăнкăрав йышăннă. Республикăра пурăнакансем нарăс уйăхĕшĕн пенсисемпе тÿлевсем илме пуçланă пулин те 2016 çулхи улшăнусем çинчен пĕлсех каймаççĕ. Вĕсене ку енĕпе экспертсем пулăшнă. Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева, Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин пайĕн ертÿçи Е.Зайцева, социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен республикăри центрĕн ертÿçи И.Дроздова 2 сехет ытла ыйтусем çине хуравланă.
Страховани пенсийĕсене, федерацин çăмăллăхçисене уйăхсерен паракан тÿлевсене индексациленĕ йĕркесем çинчен тĕплĕнрех Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕнче, 2-62-32 телефонпа ыйтса пĕлме май пур.
З.ЯКОВЛЕВА.