13 февраля 2016 г.
«Купăс сасси янрасассăн
Юрлас килет ман...» - шăранать илемлĕ юрă.
Чăннипех те çапла. Çак инструмент кашни çынна ăшă туйăм парнелет. Çавăнпа купăс каланине итленĕçемĕн итлес килет.
Февралĕн 17-мĕшĕнче Елчĕкри культура керменне Раççей тăрăх гастрольпе çÿрекен, Г.Заволокин ячĕллĕ фестиваль дипломанчĕ, «Играй, гармонь» тата «Поле чудес» программăсен участникĕ, Киров хулинчи Андрей Чешуин концертпа килет. Пирĕн районти хуткупăс ăстисем те уява хутшăнма пултараççĕ. Хăвăрăн пултарулăха кăтартма майсем пур, ялсенчи вăйăçăсем! Кĕтетпĕр.
Т.ИШМУРАТОВА.