13 февраля 2016 г.
Шăмалакри ял библиотекине ачасемпе ватăсем ытларах çÿреççĕ. В.Усанова библиотекарь кашнине кăмăллăн кĕтсе илет.
Вулавăшри тĕрлĕ уявсене хутшăнаççĕ пенсионерсем. Уйрăмах Зоя Кулаковăпа Василий Колесов тĕрлĕ вулав каçĕсенче хастар. Вĕсем кĕнеке нумай вулаççĕ. Çавăн пекех ял çыннисем хаçат-журнал вулаччăр тесе те тимлеççĕ. Зоя аппа библиотекăна «Елчĕк ен», Вася пичче вара «Çамрăксен хаçачĕ» çырăнса панă.
- Унччен библиотекăсенче центрти, республикăри хаçатсемпе паллашма пулатчĕ. Халĕ район хаçатне те çырăнса памаççĕ. Епле-ха район хаçачĕсĕр? Килте çырăнса илейменнисем библиотекăна килсе район хыпарçипе паллашчăр, - тет З.Кулакова.
Ватăсен пуçарулăхĕ ыттисене те ырă ĕç тума хавхалантарать.