Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынна çĕклетĕр

13 февраля 2016 г.

Ĕç çынна çĕклетĕр

«Сатурн» ялхуçалăх производство кооперативĕн отчетпа суйлав пухăвĕ Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче иртрĕ. Хуçалăхра  49 харсăр тăрăшать.  Выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе çĕр-аннемĕр çинче вăй хуракансем ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса зала кĕнине курсан чун хĕпĕртерĕ. Вĕсем пĕринчен тепри  вăйпитти. Ваттисем, сумлă пенсионерсем,  хăрах алăри пÿрнесене хуçлатмалăх кăна. Çамрăксенче вăй тапса тăнине иккĕленместĕн-ха. Тивĕçлĕ канурисем те маххă памаççĕ иккен. Акă, В.Смолина, хуçалăхри сăнав канашне ертсе пыраканскер, çав тери асăрхавлă, хуçалăхăн кашни тенкине перекетлес пирки шутлать, пĕлтĕр  уйрăмах электричествăпа нумай укçа-тенкĕ расхутланăшăн пăшăрханать. Ф.Крысов вара, хăйĕн ĕмĕрĕнче хуçалăхри тĕрлĕ яваплă ĕçре вăй хунăскер, паян фермăра хуралçăра тăрăшать. Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаканскер, çĕрле ĕне выльăхсене тимлĕхсĕр хăвармасть. Пăрулама аптранă ĕнесене пулăшма та ÿркенмест. Федор Никандрович  ирех ĕçе килекен дояркăсене пĕрре мар пăрушкапа кĕтсе илнĕ. Отчетлă тапхăрта  хуçалăх 100 ĕнерен 103 пăру илнĕ. Кунта хуралçăн тÿпи те çук мар.  Ĕçне кура хисепĕ тенĕрен, 70 çулхи Ф.Крысов пысăк чыса тивĕçрĕ. Хуçалăх ертÿçи ĕç ветеранне пăру парнелерĕ. Аслă  юлташне чысланă чухне çамрăксенче çĕнĕ вăй-хăват хушăнни сисĕнчĕ, вĕсем ватăна тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

Çирĕп йăлана кĕнĕ тăрăх иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе чи малтанах хуçалăх ертÿçи Ю.Викентьев паллаштарчĕ. Ун хыççăн Г.Краснова тĕп бухгалтер, П.Купташкин тĕп зоотехник тухса калаçрĕç, çитменлĕхсемпе ÿсĕмсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕç.

Хуçалăхăн 1185 гектар çĕр шутланать. Çав шутран ялхуçалăх культурисем акакан çĕр лаптăкĕ - 1174 гектар.  Иртнĕ çул 628 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă. 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 35,1 центнерпа /районĕпе иккĕмĕш кăтарту!/ танлашнă.

Тыр-пул тухăçĕшĕн тăрăшакан механизаторсем чи малтанах тракторсемпе ялхуçалăх машинисене тĕплĕ пăхса тăрасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртмалла.  Ялхуçалăх техникисене çĕнетсех пыраççĕ, пĕлтĕр çĕнĕ комбайн туянма мехел çитернĕ. Пĕр механизаторах тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Калăпăшне, пахалăхне кура ĕç укçи тÿленĕрен, «ман ĕç мар» текен çук кунта.  В.Крысов, В.Квасов, В.Кукурузов, П.Иванов, А.Андреев, Р.Квасов, В.Егоров, В.Измайлов механизаторсем ака-суха ĕçĕнче, утăçире, выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрленĕ, кĕрхи çĕртме сухи тунă çĕрте пысăк тăрăшулăх кăтартнă. Г.Викентьевпа В.Квасов комбайнерсем 13834 тата 9296 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. В.Краснов, В.Семенов, А.Краснов водительсем ака агрегачĕсене пĕр тикĕссĕн вăрлăхпа, удобренипе тивĕçтерсе тăнă, вырма вăхăтĕнче хиртен тырă турттарнă. Пысăк тухăçлă тыр-пул туса илнĕ çĕрте В.Павлова, А.Баранова, С.Павлова, С.Мышкина, А.Дягилева. Н.Квасова, Л.Кукурузова ĕçченсен тÿпи те пур. Пурте кар тăрса ĕçленине пула хуçалăх 3402 центнер утă, 12083 центнер сенаж, 15124 центнер силос хатĕрленĕ. Çулталăкра 9 трактор 12878 условнăй эталон-гектар,  груз турттармалли 6 автомашина 120000 тонна-километр ĕç тунă.

Хуçалăхăн 572 пуç ĕне выльăх, 6 лаша. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем куллен  пахалăхлă продукци туса илес тесе ăнтăлаççĕ. Иртнĕ çул 100 гектар çĕр пуçне 807 центнер сĕт, 67 центнер аш-какай туса илнĕ. Аш-какай туса илесси, 2014 çулхипе танлаштарсан, 13 центнер ÿснĕ пулсан, сĕт туса илесси 362 центнер чакнă. Çавăн пекех виçĕмçулхи кăтартуран кашни ĕнерен сĕт суса илесси чакнă - пĕлтĕрхи кăтарту - 5848 килограмм.  Çапах та сĕт туса илни  4653 пин тенкĕ тупăш кÿнĕ. Ĕнесен кĕтĕвне çĕнетсе пырсан, зооветеринари требованийĕсене кирлĕ пек пурнăçласан, ĕне витине хальхи пурнăç ыйтнă шайри пек реконструкцилесен кунта выльăх-чĕрлĕхрен  тухăçлă продукци туса илме мĕнпур майсем çителĕклĕ.

Хуçалăх ăнăçлăхĕ  ăна пĕлсе, ăнланса ертсе пынинчен те килет.  Пухăва хутшăннисем пурте пĕр шухăшлă пулса Ю.Викентьева виççĕмĕш хут председателе суйларĕç.  Юрий Семенович харсăр руководитель, кашни çыншăн ĕçре кăна мар, общество пурнăçĕнче те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче хăй хиртен кĕме пĕлмест, ыттисенчен те çирĕп ыйтать. Агроном та хăех, инженер та, çав вăхăтрах снабженец та вăл. Ертÿçĕ хăй пекех ĕçшĕн хыпса çунакан, тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан çынсене хисеплет. Çавăнпах кахаллисем, ячĕшĕн ĕçлем пекки тăвакансем кунта тытăнса тăраймаççĕ. Тивĕçлĕ тăрăшакансене вара тивĕçлĕ шалу тивĕçет. Хуçалăхăн иртнĕ çулхи таса тупăшĕ - 8926 пин тенкĕпе танлашнă, вăл шутран ялхуçалăх продукцийĕсене сутнинчен 7621 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. «Сатурнсем»  вăтамран  пĕлтĕр кашни уйăхра 15230 тенкĕ шалу илнĕ. Ĕç укçине вăхăтлă параççĕ, килти хушма хуçалăхра ĕне выльăх тытакансене утă-улăмпа, тырăпа тивĕçтереççĕ. Чи маттуррисене пухура Хисеп хучĕсемпе, премипе тивĕçтересси те çирĕп йĕркене кĕнĕ.

Хуçалăхăн иртнĕ çулхи ĕçĕсене пăхса тухнă çĕре район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов, район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.Павлова, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Смирнов, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи З.Яковлева хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнне çÿрекенсем пултаруллă ĕç çыннисен ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç. Пуху -  ял ĕçченĕн пысăк уявĕ. Çавăнпах тăр культура çурчĕ умĕнче йĕркипе çăмăл машинăсем ларса тухнă. Апла пулсан хуçалăхра ĕçлекенсем начар пурăнмаççĕ, пухăва та çуран çÿремеççĕ. Вăхăтлăха юрă-ташă ытамне путнă ферма хĕрĕсемпе каччисем  концертран тухсанах тулли кăмăлпа ĕçе васкарĕç.

Хаклав

Н.Дягилева, доярка:

- Фермăра ултă доярка килĕштерсе вăй хуратпăр. Манăн стаж пĕчĕк мар - 25 çул çак ĕçре.  Хуçалăх ĕç укçи вăхăтра парать. Пирĕн ĕçлес кăмăл пысăк. Кăçал хамăр ума  кашни ĕнерен 5 пин килограмран кая мар сĕт суса илме тĕллев лартрăмăр.

В.Измайлов, тракторист:

- Механизатор профессине алла илни вăтăр çул ытла. Ĕç çынна çĕклет. Ÿркенмесен тăван ялтах тивĕçлĕ ĕç укçи илме пулать. Ю.Викентьев председатель хуçалăхшăн тăрăшакан çын. Хир тăрăх çуран утать, хăш анана акма тухма юранине, хăш уйри тыр-пул пиçсе çитнине  хăй тĕрĕслет. Вăл çирĕп ертсе пынипе ĕçлес килнĕçемĕн ĕçлес килет.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнÿкерчĕксенче: Ю.Викентьев Ф.Крысова саламлать; ферма хĕрĕсем çамрăк, пĕринчен тепри маттур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика