Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воин-интернационалистсем манăçмаççĕ

13 февраля 2016 г.

Воин-интернационалистсем манăçмаççĕ

1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче 10 сехет те 30 минутра Совет Союзĕн пĕчĕк çар контингенчĕн юлашки салтакĕ Афганистанпа СССР территорине чикĕлекен Аму-Дарья юханшывĕ урлă хывнă кĕпер урлă каçнă. Вăл 40-мĕш çар командующийĕ Б.Громов генерал-лейтенант пулнă.

Сăртлă-туллă тата пăлхануллă кÿршĕ çĕршыва - Афганистана Совет Çарĕсен пĕчĕк контингентне Афганистанăн Демократиллĕ Республикин правительстви ыйтнипе 1978 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче кĕртнĕ. Вунă çула яхăн тăсăлнă Афганистанри çар операцийĕсене 600 пин ытла салтакпа офицер, 21 пине яхăн служащипе рабочи хутшăннă. 15 пине яхăн çын кÿршĕ çĕршыври халăхсен малашлăхĕшĕн, телейĕшĕн тата тĕнчери ирĕклĕхпе пĕрлĕхшĕн хăйсен юнĕпе сăрт-тусене хĕретнĕ, пуçне хунă.

Сахаллăн мар вĕсем, çамрăклах интернационаллă тивĕçе пурнăçлама хутшăннисем. Чăваш Енре çуралса ÿснĕ 6 пин ытла, çав шутран Елчĕк тăрăхĕнчи 300 ытла çамрăкăн Афганистанăн çÿллĕ сăрчĕсене хăйсен юнĕпе хĕретме тивнĕ. Вĕсенчен Аслă Елчĕк ялĕнчи А.Патшин, Елчĕкри Ю.Борисов, Кивĕ Эйпеçри Ю.Григорьев тăван ене сыввăн таврăнайман.

Афганистанри çар операцийĕнче палăрнă 205 пин салтакпа офицер патшалăхăн çар наградисене тивĕçнĕ, вĕсенчен 73-шĕ Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă.

Çĕр çинчи чи юратнă çынсенчен пĕри яланлăхах пирĕнтен уйрăлса кайни калама çук пысăк хуйхă. Ырă кăмăллă, таса чунлă, вăйлă та пархатарлă, çынсен нушине чĕререн ăнланакан, вĕсене кирек хăш самантра та пулăшма хатĕр воин-интернационалистсене эпир нихăçан та манма пултараймастпăр, вĕсене яланах асра тытатпăр.

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускаври Паллă мар салтак вилтăпри, çĕршыври тĕрлĕ хуласемпе ялсенчи вилнĕ воин-интернационалистсене асăнса çĕкленĕ палăксем умне чĕрĕ чечексем, чечек кăшăлĕсем хураççĕ, вĕсене асăнса шăп тăраççĕ, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Пирĕн районти воин-интернационалистсене нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче 10 сехетре районти тĕп библиотекăна тĕлпулăва чĕнеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика