13 февраля 2016 г.
50 çул шкулта ĕçленĕ хыççăн эпĕ пенсие тухрăм. Арăмпа иксĕмĕр ялта кăштăртатса пурăнтăмăр, выльăх-чĕрлĕх тытрăмăр, пахчаçимĕç çитĕнтертĕмĕр, вĕлле хурчĕсем те пурччĕ.
Инкек курăнса килмест. 73 çула кайнă арăм сасартăк чирлесе вилсе выртрĕ. Ун хыççăн эпĕ ачасем патне Шупашкара куçса кайрăм. Мана кунта патшалăх хăтлă хваттер пачĕ. Вăрçă участникĕ пулнă май «Жигули» автомашина парса савăнтарчĕç.
Ĕçсĕр ларма хăнăхманскер, 2005 çулта вăрçă тата çар службин ветеранĕсен республикăри обществăлла организацийĕнче ĕçлеме пуçларăм.
Мана Шупашкарти 37-мĕш шкул коллективĕ шефа илчĕ. Унта эпĕ час-часах тĕрлĕ мероприятисенче пулса шкул ачисемпе калаçусем ирттертĕм. Çакă та кăсăклă. Шкул директорĕ Римма Александровна Соснова Елчĕк районĕнчи Шуршу ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çавăн пекех хулари педагогика колледжĕнчи студентсемпе тĕл пулни те асра. Вĕсем вăрçăри событисемпе хытă кăсăкланчĕç, ыйтусем нумай пачĕç.
Педколледж директорĕ пулса Тĕмер чăвашĕ В.В.Сапожников нумай çул ĕçлерĕ. Вăрçă ветеранĕсене яланах хапăл туса кĕтсе илетчĕ, студентсемпе тĕл пулма лайăх условисем туса пама тăрăшатчĕ.
Пурнăç пĕр такăнмасăр иртмест пулмалла, 2013 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче тротуар çинче шуса ÿкрĕм те пĕç кăкне хуçрăм.
Палламан икĕ хĕрача мана çĕклесе тăратрĕç, остановкăри сакă çине илсе килсе лартрĕç. «Васкавлă пулăшу» машинине чĕнсе илчĕç те больницăна ăсатрĕç.
- Операци тăвас - чăтаймастăр. Ыратнинчен уколсем тăвăпăр, - терĕ хирург. Ман хĕрача Таня /вăл хăй те врач/ больницăра хăварма килĕшмерĕ, хăй патне илсе кайрĕ. Виçĕ çул çитет. Эпĕ Таня патĕнче пурăнатăп. Мана пĕр пÿлĕм уйăрса панă. Икĕ уйăх вырăн çинчен тăраймасăр пурăнтăм, апат анмасть, ыйхă çук, суран канăç памасть. Таньăн чăтăмлăхĕ, тăрăшни мана вилĕмрен çăлса хăварчĕ.
Халĕ эпĕ чиперех çÿрекен пултăм. Малтан костыльпе, халĕ патакпа. Аманнă ура тепринчен самаях кĕске, çавна пула уксахлатăп. Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пулăшнипе ятарлă пушмак çĕлесе пачĕç. Халĕ эпĕ вăхăта интереслĕ те усăллă ирттерме тăрăшатăп: ирхине тăрсан зарядка тăватăп, сивĕ шывпа пуçа, пите çăватăп, хаçат-журнал вулатăп, телевизор пăхатăп.
Иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ хăйĕн хаçатне ярса тăрать. Район хаçачĕ маншăн чун апачĕ пулса тăчĕ. Уншăн Н.В.Алексеев редактора чĕререн тав!
Эпĕ 91 çула кайрăм, ĕмĕр кĕскелсе пырать. Апла пулсан та кăмăл хурланмасть: 4 ачапа, 8 мăнукпа, 9 кĕçĕн мăнукпа савăнатăп, мухтанатăп.
Иртнĕ çул Владислав ывăлăн хĕрĕ виççĕн йĕкĕреш хĕр çуратса пачĕ. Кăçал тата мăнук мăшăрĕ кĕçĕн мăнукпа савăнтарчĕ. Çапла пурăнатăп эпĕ, нумай йышлă ăру пуçлăхĕ, 91 çулхи старик.
О.САЗОНОВ,
вăрçă тата ĕç ветеранĕ, отставкăри майор,
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ.
Сăнÿкерчĕкре: О.Сазоновпа В.Сапожников.