10 февраля 2016 г.
Нарăс уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн XV съезчĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ.
Съездăн пĕрремĕш тапхăрĕнче партин суйлав умĕнхи сасăлавĕ çинчен калакан Положени, Аслă тата Генеральнăй канашĕсен кадр ротацийĕ, тĕп тĕрĕслев комиссийĕ - вĕсене пурне те парти уставĕпе пăхса хăварнă - тĕлĕшпе йышăнусем тунă.
Парти председателĕ, РФ премьер-министрĕ Д.Медведев пленарлă ларура «Единая Россия» партин витĕмĕ пысăк пулнине палăртнă. Кăçал Раççейре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм - суйлав иртмелле. Кĕркуннехи суйлавăн пĕрлехи кунĕнче Патшалăх Думине депутатсене суйлаççĕ. Çавăн пекех 5 регионта кĕпĕрнаттăрсене, 38-шĕнче вырăнти парламентсен йышне палăртаççĕ. «Суйлавра çĕршыва чăннипех ĕненекенсем, йывăр ларура тивĕçлĕ йышăну тăвакансем, ертсе пырассинче паха опыт пухнисем, çынсем шанаканнисем çĕнтереççĕ. «Единая Россия» - çавăн пек парти», - тесе пĕлтернĕ Д.Медведев.
Партин суйлав умĕнхи программинче çынсене пулăшма, çĕршыв экономикине кризис вăхăтĕнче те аталанма пултаракан отрасльсене - ялхуçалăхне, металлургине, хими промышленноçĕн хăш-пĕр отраслĕсене, машиностроенине укçа-тенкĕ ытларах уйăрма палăртаççĕ.
«Эпĕ мĕн калани - çынсене пулăшма тата экономикăна аталанма май паракан мерăсем пĕтĕмпех «Единая Россия» партин суйлав умĕнхи программине кĕмелле», - палăртнă Д.Медведев.
«Единая Россия» партин съезчĕн пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвне çапла хаклаççĕ:
Н.МАЛОВ, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн секретарĕ:
- Парти председателĕн Д.Медведевăн докладĕнче экономикăн халĕ пурнăçлакан пĕтĕм çул-йĕрне сыхласа хăварасси, халăхăн социаллă хÿтлĕхсĕр пайне пулăшасси, партин проекчĕсене малашне те ĕçлеттересси тĕп вырăнта пулчĕç. Çавсен шутĕнче - ял шкулĕсенчи спорт залĕсене тĕпрен юсаса çĕнетесси, шкулсен строительстви... Дмитрий Анатольевич халăха ахалех шантармалла мар тесе чĕнсе каларĕ: шантартăмăр пулсан ăна пирĕн пурнăçламаллах. Паянхи кун çавăн пек яваплăха хăй çине илме пултаракан политика вăйĕ урăх çук. Д.Медведев лартакан тĕллевсене пирĕн республика правительствипе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе тата, паллах, «Единая Россия» членĕсемпе пĕрле пурнăçа кĕртĕпĕр.
Н.НИКОЛАЕВ, «Единая Россия» партин председателĕн регионти обществăлла йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи:
- Пирĕн çĕршывра партин «Ача сачĕсене - ачасене» проекчĕ ăнăçлă пурнăçа кĕчĕ - пĕр пин ытла ача садне çĕнĕрен тунă, юсаса çĕнетнĕ. Кăçал Раççей Федерацийĕн бюджетĕнче çĕнĕ шкулсем çĕклеме 50 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Партин «Земство тухтăрĕ» проекта та пурнăçласси малалла пырать - халĕ унта хутшăнакансен ÿсĕмне ÿстеретпĕр, малашне ялсене кăна мар, рабочи поселокĕсене ĕçлеме каякансене те хавхалантаратпăр.
А.АРШИНОВА, РФ Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн ертÿçин çумĕ, Чăваш Енрен суйланнă депутат:
- Ятарлă площадкăсенче ача сачĕсем пирки те тĕплĕн калаçу пычĕ. Кунта Чăваш Енре çитĕнÿсем пур - республикăра 45 ача сачĕ тунă тата çĕнетнĕ. Çĕршывра 1,5 пин ача сачĕ çĕкленнĕ, çавăн пекех 300-шне шкул умĕнхи тытăма каялла тавăрнă. Парти проекчĕпе килĕшÿллĕн, ача сачĕсенче 1,131 миллион çĕнĕ вырăн хутшăннă. Чăваш Енĕн паха тĕслĕхне федерацин ытти регионĕсенче те сармалла.
В.ПИНСКИЙ, РФ Патшалăх Думин комитечĕн ертÿçи, Чăваш Енре партин суйлав умĕнхи сасăлавне йĕркелекен федерацин уполномоченнăйĕ:
- Чăваш Енре суйлав умĕнхи сасăлав ăнăçлă иртнĕ тесе шанса тăратăп. Суйлавра Чăваш Енрен «Единая Россия» партин представителĕсене халăх суйласа илни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Партин кандидачĕсене ăнăçу сунатăп.