10 февраля 2016 г.
Ĕнер Стоматологсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă турăмăр. Çавна май шăлсене упрасси пирки аса илтерни вырăнлă пулĕ.
Шăлсене мĕн ачаран упрамалли никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та çак ĕçе сĕт шăлĕсем тухсанах пуçăнмалла.
Хăш-пĕр çамрăк амăшĕсем сĕт шăлĕсене тасатмасан та юрать, вĕсем пурпĕрех ÿкеççĕ теме пăхаççĕ. Анчах вĕсем тĕрĕс мар шухăшлаççĕ. Шăл ванма тытăнсанах ача ыратнине туять, çавна май тăтăшах ермешет, çăвар ăшчикки пăсăлма пултарать. Мĕн пĕчĕкрен шăл тасатма вĕрентни тĕп шăлсене сыхласа хăварма та пулăшать. Унсăр пуçне пĕчĕкрен хăнăхнă ырă йăла каярахпа та манăçăнмасть. Ача çулталăкра чухне шăлсене кунне икĕ хутчен çемçе щеткăпа тасатмалла. 2-2,5 çулсенче вара гельлĕ шăл пастипе усă курмалла. Шăл пасти пăрçаран пысăк пулмалла мар. Виçĕ çулхи пепке шăлсене хăех, ашшĕ-амăшĕ пăхса тăнипе, кунне икĕ хут тасатма хăнăхать.
Пĕчĕкренех шăлсем сывă пулччăр тесен пилĕк правилăна асра тытмалла:
- тĕрĕс апатланмалла - апат кальципе пуян пулмалла;
- шăлсене 5-6 уйăхрах тасатма пуçламалла;
- шăлсене кунне икĕ хутчен, 2-3 минутран кая мар тасатмалла;
- пылак апат ытлашши çимелле мар;
- çур çулта пĕрре стоматолог патне каймалла.
Е.ХУШКИНА,
Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнчи шăл тухтăрĕ.