10 февраля 2016 г.
Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ умĕн ял илемне, ялхуçалăх производствин ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă çынсен кулленхи пурнăçĕпе ĕçри çитĕнĕвĕсене палăртас тĕллевпе «Манăн Раççей» ятпа йĕркеленĕ сăнÿкерчĕксен конкурсĕ малалла тăсăлать.
2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа конкурса 300-е яхăн çын хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Унта хастар хутшăнакансен йышне Киров, Самар тата Владимир облаçĕсене, Чăваш Республикине тата Алтай крайне кĕртнĕ.
Конкурс малалла пырать, унта кирек кам та хутшăнма пултарать. Сирĕн ĕçĕрсене апрелĕн 30-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: foto@vshp2016.ru. Конкурса Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ пуçланнă кун - июлĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ.