10 февраля 2016 г.
Лаш Таяпари чиркÿн çĕнĕ çуртне малалла тăвас ĕç хĕл кунĕсенче те чарăнмасть.
Хальхи вăхăтра прихут çыннисем хăйсен вăйĕпе шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ: пĕрисем сетка çапаççĕ, теприсем раствор хатĕрлеççĕ, виççĕмĕшĕсем штукатурка тăваççĕ. Çак ĕçсене пурнăçланă çĕрте Çĕнĕ Эйпеçри Владимир тата Сергей Петровсем уйрăмах пысăк тăрăшулăхпа тимленине палăртатпăр. Вĕсене Людмила Федорова, Ильинсем - Владимир тата Надежда пулăшса тăчĕç.
Ĕненекенсене йывăр вăхăтра Турă пăрахмасть, вĕсене вăл ырă çынсем урлă пулăшать. Пурнăçра ырă кăмăллă çынсем нумай, вĕсенчен ытларахăшĕ чиркÿ тăвас ĕçе хастар хутшăнать. Эпир пысăк ĕçе пикеннине пĕлнĕ Çĕрпÿ хулинче пурăнакан Юрий Геннадьевич Мурзаев чун-чĕри хистенипе пулăшма пулнине - иконостас туса пама хатĕррине пĕлтерчĕ. Педагог, хăй вăхăтĕнче шкулта ачасене черчени, рисовани предмечĕсене вĕрентнĕ, ĕç урокĕсене ертсе пынă Юрий Геннадьевич шкултан пăрахма тивнĕ пулин те пуçне усман. Пултаруллă, ылтăн алăллă çын сăваплă ĕçе кÿлĕннĕ. Вăл Çĕрпÿ хулинчи Таса Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ çумĕнче мастерской йĕркеленĕ, унта иконостассем, кивотсем тата чиркÿре кирлĕ ытти япаласене йывăçран касса ăсталама пуçланă. Сăмах май, иртнĕ 25 çул хушшинче Чăваш Республикинче çĕнĕ чиркÿсем уçăлса прихутсем аталаннинче Юрий Мурзаевăн тÿпи пысăк. Хальхи вăхăтра маçтăр хăйĕн юлташĕпе Сергей Николаевпа Лаш Таяпа чиркĕвĕнче ĕçлет. Вĕсем ялăн пысăк та хитре çĕнĕ чиркĕвне тивĕçлĕ иконостас туса парасса шанса тăратпăр.
СИЛУАН /КОЗЛОВ/ иеромонах,
Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ.