Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕ те, призер та пур

10 февраля 2016 г.

Çĕнтерÿçĕ те, призер та пур

Кăрлач уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче физкультура предмечĕпе иртнĕ регионти олимпиадăн çĕнтерÿçисене палăртнă. Унта 9-11-мĕш классенче вĕренекен 59 яшпа 57 хĕр хутшăннă.

Пĕрремĕш кунхине участниксем теори енĕпе физкультура предметне мĕнле пĕлнине тĕрĕсленĕ. Малалла хĕрсемпе каччăсем гимнастика тата баскетбол енĕпе упражненисем туса кăтартнă.

Икĕ кун пынă тупăшура 11-мĕш классем хушшинче Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Данил Кондратьев чи нумай балл пухнă, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ăна олимпиадăна физкультура учителĕ Виктор Демьянов хатĕрленĕ.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи физкультура учителĕн Олег Осиповăн 10-мĕш класра вĕренекен воспитанникĕ Дмитрий Волков призерсен йышне кĕнĕ.

Сăнÿкерчĕкре: Данил Кондратьев хăйĕн вĕрентекенĕпе Виктор Демьяновпа.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика