Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

06 февраля 2016 г.

Çĕнĕ выставка уçăлнă

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче Елчĕк шкулĕнчи Ирина Егоровăпа Сергей Долгов учительсен алĕçĕсен куравĕ уçăлнă.

Технологи предметне вĕрентекенсем ачасене мĕн пĕчĕкрен алĕçне хăнăхтараççĕ, хăйсем те ылтăн алăллă. Ирина Вячеславовнăпа Сергей Витальевич вĕрентекен ачасем  районти олимпиадăра палăраççĕ. Юлашки çулсенче С.Долгов вĕренекенĕсем технологипе республикăри олимпиадăра призлă вырăнсем йышăнаççĕ. «Хайлавлă тĕлĕнтермĕшсем» курава уçнă çĕре район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи А.Александрова, ăстасен ĕçне пысăк хак паракансем хутшăннă. Мероприятие чĕрĕлĕх кĕртсе «Шанăç» фольклор ушкăнĕ илемлĕ юрăсем шăрантарнă.

 

Иртнĕ çула пĕтĕмлетеççĕ

Ял тăрăхĕсенче граждансен пухăвĕсем иртеççĕ.

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи кашни ялтах пухусем иртнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Портнов администрацин иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Кунтах район администрацийĕн, пушар службин ĕçченĕсен, полицин участокри уполномоченнăйĕн доклачĕсене, депутатсен шухăшĕсене итленĕ. Ял çыннисем пурте пĕрле канашласа ĕçлесен кăна  пурнăç ырă енне улшăнассине палăртнă.

 

Юрă-ташă ăстисем 100 ытла

Районта «Хавхалану çăлкуçĕсем» смотр-конкурс хĕрсех пырать.

Курнавăшри культура çуртне халăх лăк тулли пухăннă. Юрра-ташша юратакансем, спектакльсене кăмăллакансем, çамрăксемпе  шкул ачисем Ĕç çынни тата Кино çулталăкне халалланă  уява тăрăшса хатĕрленнĕ. Уяв  куракансене пысăк савăнăç парнеленĕ.

/Район администрацийĕн сайтĕнчен/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика