06 февраля 2016 г.
Иртнĕ юнкун вăрçăпа ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен /пенсионерĕсен/ районти канашĕн черетлĕ пленумĕ пулнă.
Унта ветерансен районти канашĕн председателĕ С.Терентьева «Вăрçăпа ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен /пенсионерĕсен/ канашĕн пĕтĕм Раççейри VII съезчĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата ветерансен организацийĕсем умĕнче тăракан тĕллевсем çинчен» доклад тунă. С.Терентьева, съезда Чăваш Енрен кайнă делегаци йышĕнче пулнă май, съездри пулăмсене хăй курнă. Вăл съездра тухса калаçнă ветерансен сĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, вĕсене ветерансен пуçламăш организацийĕсенче куллен пурнăçа кĕртме кирлине палăртнă.
Ветерансем пурнăçăн аталанăвĕнчен юлмалла мар, уйрăмах çамрăксене патриотла воспитани парассинче паллă вырăн йышăнмалла. Пленумра тухса калаçнă В.Кириллов, Г.Туманов, Л.Горшкова, Г.Московская, Р.Харисов, В.Щербаков, И.Волкова ветерансен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли, вĕсене медицина пулăшăвĕ парассине, эмелсемпе тивĕçтерессине тивĕçлипе йĕркелемелли, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли, спортпа культура мероприятийĕсене анлăн хутшăнасси çинчен сăмах хускатнă. Ветерансене яланах хумхантаракан ытти ыйтусем те сахал мар - ялхуçалăх аталанăвĕ, пай çĕрĕсемпе усă курассине лайăхлатасси, килти уйрăм хуçалăха йĕркеллĕ тытса пырасси, вăрçă ачисене пулăшу парассине йĕркелесси, вăрçăра вилнĕ салтаксене çеç мар, ун хыççăн киле таврăнса пурнăçран уйрăлнисене те асра тытасси...
Ветерансен районти канашĕн 2016 çулхи мероприятийĕсен планне çирĕплетнĕ.
Пленума пухăннисен умĕнче районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи И.Аникина, Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи З.Яковлева тухса калаçнă, социаллă пулăшу парассинчи, пенсипе тивĕçтерессинчи улшăнусем çинче чарăнса тăнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Л.Левый ветерансене пурнăçра активлă позици йышăннăшăн, районăн общество пурнăçне хутшăннăшăн, çамрăксене патриотла воспитани парассине хăйсен тÿпине хывнăшăн тав тунă, ветерансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе малашне те ĕçлесе пырасси, ветерансен канашĕн пленумĕнчи сĕнÿсемпе канашсене район ертÿçисем хăйсен ĕç-хĕлĕнче анлăн усă курасси çинчен пĕлтернĕ.
А.КАРЛИН.