Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен – пурăнмалли чи лайăх вырăн

06 февраля 2016 г.

Чăваш Ен – пурăнмалли чи лайăх вырăн

Мускавра Раççей Общество палатин членĕсем Чăваш Енĕн туризмпа, культурăпа тата инвестицисемпе çыхăннă хăвачĕсемпе паллашрĕç. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан сумлă делегаци хутшăнчĕ. 

Михаил Васильевич Общество палатин пĕрлехи ларăвĕнче тухса калаçрĕ. Вăл Чăваш Ен Атăл тăрăхĕн вăйлă аталанакан тата хăйнеевĕрлĕ регионĕ пулнине палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ене - пурăнмалли чи лайăх вырăна - килсе курма йыхравларĕ.

Чăннипех те юлашки çулсенче çирĕппĕн аталанса пыракан республикăмăрта курмалли, паллашмалли чылай: тĕлĕнмелле çутçанталăк, хăйнеевĕрлĕ халăх культурипе йăла-йĕрке... Сăпайлă та тарават, ытти халăх çыннисемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пултаракан ĕçчен чăваш хăнасене яланах хапăл.

Тĕнче кисреннĕ вăхăтра та Чăваш Ен хăйĕн тăнăçлăхĕпе уйрăлса тăрать. Хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи халăха канма шăпах та пирĕн патăмăрта лăпкă. Пысăк хула шавĕнчен канма шутланă çынсемшĕн «Ялти туризм» питех те илĕртÿллĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче Европăра модăна кĕнĕ «Ялти туризм»  программа хула çыннисен пурнăçне çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Ача-пăчаллă çамрăк çемьесем, аслă ăру çыннисем кĕске вăхăтлăха хăйсене кăмăла каякан çутçанталăк илемĕпе, халăх культурипе, шăплăхпа, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе е хăшĕсем тата ялхуçалăх ĕçĕнче ĕçлесе киленнĕ. Çак ырă йăла тепĕр хут аталанма пуçлани питех те кăмăллă. Питĕ тупăшлă, сахал тăкаклă ĕç ку. Калăпăр, мĕнпе илĕртме пултарать-ха хăнасене Елчĕк тăрăхĕ; Кунти тулăх уй-хирсемпе çарансем, çырмасемпе тăрă та сиплĕ çăлкуçсем пире вăй-хăват парса тăраççĕ, пурнăç çулĕпе малалла утма хистеççĕ. Кунта мăн асаттесемпе асаннесем хăйсен кун-çулне ирттернĕ, çак пархатарлă та тулăх çĕр çинче тар юхтарса ĕçленĕ, пулас ăрăва тăван тавралăха юратма, çĕршывшăн юрăхлă çын пулма пехил панă. Газификациленĕ çуртсем, асфальт сарнă çулсем, йĕри-тавра ешерекен садсем ял çынни пуласлăха шанса пурăннине çирĕплетет, ĕнентерет.

Темиçе çул каялла Елчĕкри тĕп библиотека пуçарнипе халăхпа канашласа «Елчĕк районĕн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ» проект  пухса хатĕрлерĕ. Хамăр тăрăхри тĕлĕнтермĕшсенчен пĕри вăл - X-XIV ĕмĕрсенчи тĕнчипе паллă Аслă Таяпари хулаш. Çак вырăн паянхи кун та хăйĕн вăрттăнлăхĕсемпе историксемпе таврапĕлÿçĕсене, наука çыннисене хăй патне туртать. Тепĕр паллă вырăн - Патреккелти çăлкуç. Кунта çулсерен çĕр-çĕр турист пулса курать. «Техĕмлĕ çăл шывне ĕçсен чун-чĕре канлĕх тупать, тĕрлĕ чир-чĕртен сыватать. Çăл шывĕпе виçĕ хутчен çăвăнса тухăçалла пăхса пулăшу ыйтсан вăй кĕрет, ĕмĕт пурнăçланать», - теççĕ халăхра.

Лаш Таяпари акар йытăсен питомникĕ те пирĕн района туристсем килсе çÿремелли вырăн. Юлашки вунă çул хушшинче унта йышлă хăна пулса курчĕ. Ытти паллă вырăнсем те сахал мар районта. Вĕсем пирки çырусем кĕтетпĕр сиртен, вулакансем.

Елчĕк енре ялти туризма аталантарма пур майсем те çителĕклĕ. Маттур та харсăр халăх хăйĕн ĕçне кăтарттăр: уй-хирте ака тăвать-и вăл, е фермăра йышлă выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерет, е тата ытти ĕç-хĕлпе аппаланать... Сахал-им ял çыннин интересĕ? Туристсем килме пуçласан вырăнти ăстасем хăйсем туса хатĕрленĕ ал ĕçĕсене /тĕрĕ, кăçатă, сувенирсем.../, ялхуçалăх продукцисене /сĕт-çу, улма-çырла.../ сутма пултараççĕ. Ялти мунча, пулă тытни, сунара кайни, хăтлă та илемлĕ йывăç çуртра пурăнни, ялти уçă сывлăш, йăла-йĕрке - çаксем пурте ялти туризма аталантармалли майсем. Çавăнпа та хамăрăн ырă йăла-йĕркене, культурăна, ĕç-хĕле, истори палăкĕсене сыхласа хăварас, вĕсемпе хăнасене паллаштарас, районта туризма чĕртсе ямалли ырă сĕнÿсемпе шухăшсене район хаçачĕ урлă пĕлтерме ыйтатпăр. Чăваш Ен пурăнмалли чи лайăх вырăн. Елчĕк ен пушшех те.

Л.ЗАЙЦЕВА,
районти тĕп библиотекăн краеведени уйрăмĕн ертÿçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Сăнÿкерчĕкре: Аслă Таяпари хулашра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика