Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шÿтлеме кирлĕ мар

06 февраля 2016 г.

Шкулта взрыв тума хатĕрленни, е, калăпăр культура çуртне бомба хуни çинчен суйса пĕлтернĕшĕн явап тыттараççĕ-и?

Н.ИВАНОВ.

Район прокурорĕн çумĕ П.Кокорев пĕлтернĕ тăрăх, суйнăшăн явап тытма тиветех. Взрыв тума, чĕртсе яма тата çынсем вилес, пысăк сиен пулас хăрушлăх кÿрекен ытти ĕç тума хатĕрленни çинчен пĕлсе тăрсах суйса пĕлтернĕшĕн Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 207 статйин пĕрремĕш пайĕпе уголовнăй майпа явап тыттараççĕ. Яваплăх - 200 пин тенкĕ таран штраф, е судпа айăпланнă çынсене тĕп ĕçрен пушансан 480 сехет таран тÿлевсĕр ĕçлеттерме, е 1-2 çул ĕçлесе юсанмалли приговор палăртма, е 3 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма, е 3 çул таран хистесе ĕçлеттерме пултараççĕ.

Çапла хăтланни пысăк сиен кÿнĕ пулсан, асăннă статьян иккĕмĕш пайĕпе явап тытма тивет. Штраф виçи - 1 миллион тенкĕ таран, ирĕклĕхсĕр хăварма пултаракан вăхăт 5 çул таран ÿсет.

Уголовнăй яваплăх 14 çултан пуçланать. Енчен айăпланакан 14 çул тултарман пулсан, вăл та яваплăхран хăтăлса юлаймасть - çул çитмен ачасемшĕн унăн ашшĕ-амăшĕ, усрава илнĕ çынсем, опекунсем явап тытаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика