06 февраля 2016 г.
Районти миравай судья Алексей Андреев тата Николай Васильев енĕпе тивĕçлĕ приговорсем йышăннă.
Алексей Андреев эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче çĕрле Аслă Таяпа ялĕнче хăйĕн ВАЗ-21093 автомашинипе «ĕрĕхсе» çÿренĕ. Тепĕр кунне ирхине Елчĕкре Николай Васильев ÿсĕр пуçпа ВАЗ-21051 автомашина рулĕ умне ларнă. Вĕсене РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ГИБДД пайĕн çул-йĕр патрулĕн службин сотрудникĕсем тытса чарнă.
Çакă тĕлĕнтерет - вĕсене маларах транспорт хатĕрĕ çине эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн ларнăшăн административлă майпа явап тыттарнă. Анчах вĕсем ăса кĕме те шутламан - административлă наказани срокĕ пĕтмесĕрех каллех право йĕркисене пăснă.
Патшалăх айăплавçи ыйтăвне тивĕçтерсе, преступлени сăлтавĕсене, асăннă çынсене хакланине шута илсе миравай судья Николай Васильева тĕп ĕçрен пушансан 200 сехет тÿлевсĕр ĕçлеттерме, водитель удостоверенине 2 çуллăха тытса илме, Алексей Андреева тĕп ĕçрен пушансан 210 сехет тÿлевсĕр ĕçлеттерме, 1 çул тата 6 уйăха водитель прависĕр хăварма йышăннă.
Приговорсем саккунлă вăя кĕмен-ха.
В.НИКОЛАЕВ,
район прокурорĕ.