06 февраля 2016 г.
Федерацин 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 340-ФЗ номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн «Суд йышăнăвĕсене пурнăçлас ĕç çинчен» саккунне тата Раççей Федерацийĕн ытти уйрăм саккунĕсене улшăнусем кĕртнĕ.
Асăннă улшăнусем суд приставĕсене суд йышăнăвĕсене пурнăçламан çынсене - алиментсем, тăрантаракан вилнĕ май тÿснĕ сиеншĕн саплаштаракан тÿлеве, преступление пула инкекшĕн, çавăн пекех штрафсем тÿлемен парăмçăсене водитель прависĕр хăварма ирĕк параççĕ.
Парăм 10 пин тенкĕрен сахалрах пулсан, инвалидсене, I тата II ушкăнсенчи инвалидсене пăхакансене, çавăн пекех транспорт хатĕрĕ ĕç укçин тĕп çăлкуçĕ пулса тăракансене улшăнусем пырса тивмеççĕ. Штрафа е ытти парăмсене тÿлесен удостоверенине тавăрса параççĕ.
П.КОКОРЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.