06 февраля 2016 г.
Елчĕк район прокуратури нумай хваттерлĕ çуртсен тата ытти территорисене пăхса тăракан организацисем хĕллехи вăхăтра хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ.
Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен «Стройэнергосервис» ООО компани управляющийĕ тĕлĕшпе асăннă тытăмра çитменлĕхсем пулнине тупса палăртнă. Комсомольски урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен çивиттийĕсене вăхăтра юртан тасатманнине пула çанталăк ăшăтнă май хăвăрт ирĕлекен юр пăрлашкана çаврăннă. Çуртсен çывăхĕсене картасем тытса çаврăнманран çуран утса çÿрекен çынсемшĕн çак вырăнсем хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Тупса палăртнă çитменлĕхсенчен хăтăлма хистесе палăртнă организацин директорĕ тĕлĕшпе представлени тăратнă тата РФ КоАПĕн 7.22 статйипе килĕшÿллĕн ЧР патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕнче пăхса тухма административлă производство тăратнă.
Прокурор сĕнĕвĕсене шута илсе çитменлĕхĕсене пĕтернĕ, «Стройэнергосервис» ООО директорне асăрхаттарнă.
Унсăр пуçне, хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче ялсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессин йĕркисене пăхăнманнине, уйрăммăн илсен, Пикшик, Аслă Пăла Тимеш, Шăмалак, Чăваш Тăрăм, Шуршу, Кипеç, Кавал, Исемпел ялĕсенче çил-тăманлă çанталăкра çулсене юр хÿсе кайнине, апла пулин те ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче хĕллехи вăхăтра çул-йĕре пăхса тăрассине вăхăтра йĕркелесе пыманнине тупса палăртнă. Çавна май 4 ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕлĕшĕпе представлени тăратнă.
Ялсен территорийĕсенче хĕллехи вăхăтра çул-йĕре пăхса тăрассипе çирĕплетнĕ саккунсене мĕнле пăхăнса ĕçленине тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе район прокуратуринче «хĕрÿ лини» ĕçлет, хăвăрăн ыйтăвăрсене 2-59-05 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.
К.КОНОВАЛОВА,
район прокурорĕн пулăшаканĕ.