06 февраля 2016 г.
Лаш Таяпари Леонтьевсен - Мария Ефимовнан тата Василий Николаевичăн кун-çулĕ пархатарлă та сумлă.
Ялти хисеплĕ мăшăр ял-йыш умĕнчи ят-сума пархатарлă ĕçпе çĕнсе илнĕ. Кил хуçи - Василий Николаевич ун чухнехи Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ «Слава» колхозра нумай çул хăрушсăрлăх техникин инженерĕнче тăрăшнă, каярахпа кунти газ хуçалăхне ертсе пынă. «Слава» колхозăн тĕп усадьбинче - Лаш Таяпара Мускаври «Салют» çĕвĕ фабрикин филиалĕ уçăлсан кирек ăçта ĕçлесен те лайăх енĕпе анчах палăрса тăракан çынна унта директор пулма çирĕплетнĕ.
Мария Ефимовнан ĕç кĕнеки те тăван колхозра ĕçленинчен çырăнма пуçланă. Шупашкарта ялхуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн малтанласа кассир пулнă. Аслă пĕлÿ илнĕ çынна пур çĕрте те çул уçă - 1978 çулта вăл ялти шкула ĕçлеме куçать, пионервожатăйра, интернатра воспитатель пулса тăрăшать. 1980 çултан тытăнса биологи, хими, географи, ĕç урокĕсене ертсе пынă. Çапла майпа вăл нумай ачашăн юратнă вĕрентекен тата вĕсен аслă юлташĕ пулса юлнă.
Леонтьевсем тăватă ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă, ашшĕпе амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă.
45 çул пĕрле килĕштерсе, туслă пурăнакан çемье пĕр куна та усăсăр, ĕçсĕр ирттермест. Хушма хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усранипе пĕрлех килти пысăк теплицăра тĕрлĕ пахчаçимĕç калчисене ятарласа сутма çитĕнтереççĕ.
- Çак ĕçпе темиçе çултанпа тăрмашатпăр. Юратса пурнăçлакан ĕç чуна савăнăç кÿни те хавхалантарать, - терĕ Мария Ефимовна. «Ĕç çынна илем кÿрет», «Ĕç - пурнăç тыткăчи», - тенĕ ватăсем мĕн ĕлĕкех. Епле тĕрĕс, пĕлсе каланă сăмахсем.
Леонтьевсем - упăшкипе арăмĕ культура пурнăçĕнчен те айккинче тăмаççĕ, иккĕшĕ те ялти «Тайпи» фольклор ушкăнĕн членĕсем.
Сăнÿкерчĕкре: Мария Леонтьева район хаçачĕн черетлĕ номерне «шĕкĕлчет».