Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕнчен юлмаççĕ

06 февраля 2016 г.

Галина Владимировна Трофимовăна Кушкă çыннисем ĕçчен, тăрăшуллă пулнăшăн хисеплеççĕ. Шупашкарти ялхуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнăскер, хальхи вăхăтра Аслă Пăла Тимешри «Победа» ялхуçалăх предприятийĕнче зоотехникра ĕçлет, ферма ĕçченĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Ÿркенмест Галина Владимировна, техник-осеменатор ĕçне те пурнăçлать, килти выльăх-чĕрлĕх чирлесен те ял çыннисем ăна чĕнеççĕ.

Трофимовсен килти хуçалăхĕ те пысăк: 3 ĕне, вăкăрсем, пăрусем, сысна, сурăх тата чăх-чĕп йышлă усраççĕ вĕсем. Кил хуçи, Анатолий Иванович выльăх картине сивĕ, вĕри шыв кĕмелле тунă, ĕнесене ятарлă аппаратпа сăваççĕ.

Вĕсен ачисем те - Андрейпа Марина мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсрĕç. Марина пиччĕшĕ пекех тракторпа та, мотоблокпа та, автомобильпе те çÿреме пĕлет. Водитель правине алла илнĕскер, ĕнесем валли утă-улăм, симĕс курăк çулса турттарать. Туслă та тăрăшуллă çемье хăйĕн пай çĕрĕпе уйрăлса тухнă, унта вĕсем тĕрлĕ техникăпа усă курса ялхуçалăх культурисене туса илеççĕ.

Çемье телейĕ ытларах чухне хĕрарăмра, теççĕ. Çак сăмахсене чăн-чăнах Галина Трофимова çинчен каланăнах туйăнать...

 С.БАРИНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика