06 февраля 2016 г.
Савăнатăп, мухтанатăп эпĕ хамăн çемьепе. Пирĕн çемье пысăках мар. Эпир тăваттăн пурăнатпăр: атте, анне, аппа тата эпĕ. Манăн аттене Владимир Серапионович тесе чĕнеççĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне сахал яваплă «Клевер» хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Атте питĕ пултаруллă, хастар, ăслă. Мана яланах пулăшать. Аннене Оксана Валериевна теççĕ. Вăл шкулта ачасене ăс парать. Мана та вĕренÿре нумай пулăшать. Анне ырă та çепĕç кăмăллă. Аппа Евгения ятлă. Вăл хăйĕн пуласлăхне сывлăха сыхлас ĕçпе çыхăнтарасшăн. Эпĕ вара юрлама, курса çÿреме питĕ юрататăп. Аттепе анне пирĕншĕн питĕ тăрăшаççĕ. Каçхине, ĕçсене пĕтерсен, эпир пурте пĕрле ларса чей ĕçетпĕр. Пирĕн çемье туслă пурăнать.
Татьяна МЯСНИКОВА.
Курнавăш шкулĕ.