06 февраля 2016 г.
Раççейри предпринимательлĕх тата суту-илÿпе промышленноç палатин пулăшăвĕсен департаменчĕн директорĕн çумĕ Наталья Коваленко 2015 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнесăн федерацин пĕр тăтăш ирттерекен сăнавне /çыравне/ халалласа «Интерфакс» агентство йĕркеленĕ пресс-конференцие хутшăннă.
Асăннă мероприяти 2016 çулхи пĕрремĕш кварталта иртет, вăл çĕршыври 5 миллион ытла организаципе уйрăм предпринимателе пырса тивет. Бизнес-çырав тапхăрĕнче Чăваш Республикинчи 18 пине яхăн пĕчĕк тата вăтам предприятие, 32 пин ытла уйрăм предпринимателе тĕпчемелле.
- Пĕтĕмĕшле статистика сăнавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ, çакна шута илсе ăна хатĕрленсе ирттерме май килнĕ таран пулăшатпăр, - тет республикăри Суту-илÿ промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин. - Бизнес-çырав тĕллевĕсем çинчен ăнлантармалли кампание палатăн информацин мĕнпур ресурсне хутăштарнă. Унăн официаллă сайтĕнчи тематика баннерĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъектне кирлĕ хыпара вырнаçтарнă. Статистикăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсем регионти бизнес хăватне уçăмлатаççĕ: экономикăн хăш секторĕнче предпринимательлĕх ытларах тăрăшни, унăн витĕмĕ ăçта сисĕнменни, хăш преференцире патшалăх хÿтлĕхне кĕтни тата ыт.те. Статистика тĕпчевĕ ирттернин усси икĕ еншĕн те - бизнес-пĕрлĕхшĕн те, патшалăхшăн та усăллă пуласси ик-кĕлентермест, - тет республикăри Суту-илÿ промышленноç палатин президенчĕ.