06 февраля 2016 г.
Пирĕн ентешсем кирек ăçта ĕçлесе пурăнсан та Елчĕк районĕн ят-сумне çÿлте тытаççĕ.
Сăмах Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ÿснĕ, пирĕн ĕçтеш - Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ, тележурналист, Ульяновск хулинчи телерадиовещани комитечĕн чăваш программисен тĕп редакторĕ, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Еткер» ыркăмăллăх фончĕн президенчĕ, Елчĕк районĕ умĕнчи пархатарлă ĕçĕсемшĕн районăн хисеплĕ гражданинĕ ята тивĕçлĕ пулнă Олег Мустаев пирки. Иксĕлми вăй-халлă, пултаруллă çынна нумаях пулмасть Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ пулма суйланă. Отчетпа суйлав конференцине хутшăннă Ульяновск облаçĕн губернаторĕ Сергей Морозов хальхи вăхăтра регион территорийĕнче 120 тĕрлĕ ытла наци хушшинче чи йышли - 96 пине яхăн чăваш çынни, вĕсем пурте туслă, килĕштерсе пурăннине палăртнă. Кунти чăваш автономийĕн обществăлла организацийĕ хăйĕн ĕçне йĕркелесе пыма тытăннă 20 çула яхăнхи тапхăрта чăваш халăхĕн культурине аталантарассипе, халăхăн ламран-лама куçакан пултарулăхне, йăли-йĕркине сыхласа хăварассипе, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентессипе нумай ĕç туса ирттерет. Асăннă организаци тăрăшнипе кашни çул пĕтĕм облаç пĕлтерĕшлĕ чăваш чĕлхин тата культурин кунĕсене, чăваш юррисен «Чăваш шăпчăкĕ» фестиваль-конкурсне, «Акатуй», «Кĕр сăри» уявĕсене йĕркелесе ирттереççĕ. Çак мероприятисем Ульяновск облаçĕнчи экономика тата культура пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.
С.АНАТОЛЬЕВА.