Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Страхлакан компанисем лицензисĕр юлнă

06 февраля 2016 г.

Раççей Банкĕ 07.10.2015 ç. ОД-2701 № хушупа «Патшалăхăн «Поддержка» страхлакан компанийĕ» АУОн /страховани ĕçĕн субъекчĕсен патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнчи регистраци номерĕ - 1383/ страховани тумалли лицензине чарса лартнă. Çак йышăну Раççей Банкĕн предписанине кирлĕ пек пурнăçламаннипе сăлтавланнă: компани страховани резервĕсем, хăйĕн тата страховани резервĕсен укçине инвистицие хывмалли йĕркепе условисем йĕркелес тĕлĕшпе финанс çирĕплĕхĕн тата тÿлеме пултарассин требованисене уяман.

Страховани ĕçĕн субъекчĕн лицензине чарса лартни страховани килĕшĕвсем тума, çавăн пекех тивĕçлĕ килĕшÿсене страховани ĕçĕн субъекчĕсен обязательствисене пысăклатакан улшăнусем кĕртме чарнине пĕлтерет. Çав вăхăтрах страхлакан организацин страховани тĕслĕхĕсем пулни çинчен калакан заявленисене йышăнмалла, обязательствăсене пурнăçламалла.

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче вара Раççей Банкĕн «Апогей Мед», «АСКО СКЭЛ плюс», «Достоинство», «Приоритетное страхование», «Родина», «Русский альянс» компанисем, çав шутра «Поддержка» ГСК лицензийĕсене каялла чĕнсе илме йышăннă. Санкцисемпе çыхăннă йышăнусем «Вестник Банка России» кăларăмра официаллă майпа пичетлесе кăларнă кунран вăя кĕреççĕ.

2015 çулăн пĕрремĕш çурринче «Поддержка» ГСК 193 млн тенкĕ пухнă, 81 млн тенкĕ тÿленĕ /9 уйăх кăтартăвĕсем ТБ статистикинче çук/.

Н.ДМИТРИЕВ.
/«Хыпар» хаçатран/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика