06 февраля 2016 г.
Шупашкар район сучĕ РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Республикинчи управленийĕн материалĕсене пăхса тухнă хыççăн приговор çирĕплетнĕ: 44 çулхи арçынна саккуна пăсса наркотик сутма хатĕрленнĕшĕн айăпланă.
Чăваш Енре çуралса ÿснĕ арçын Мускавра героин туяннă. Вăл унпа юлташĕсене «савăнтарма» шутланă. Анчах нумай иртĕхеймен - ăна пакунлисем Шупашкарта тытса чарнă, самаях пысăк виçеллĕ наркотик «хутаçне» тытса илнĕ.
Следстви шучĕпе арçын героина республикăра сутма палăртнă. Суд ларăвĕнче вăл айăпа хăй çинчен сирме хăтланнă: наркотике хăй валли çеç илсе килнĕ, пĕлĕшсене героинпа сăйлаканĕ урăх çын имĕш. Юлташĕсем те ун майлă çаптарнă, арçыннăн хÿтĕлевçи шухăшласа кăларнă сăмахсене судра çирĕплетме тăрăшнă. Анчах судьяна улталаймăн: приговор çирĕп - 7 çул.
«Наркополицейскисем суя информаци панине тата айăплакана суйса хÿтĕлеме тăрăшнине курмăш пулмаççĕ, уголовнăй майпа явап тыттараççĕ, - асăрхаттараççĕ управленин пресс-службин ĕçченĕсем. - Кунашкалли общество умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратать, мĕншĕн тесен следстви органĕсен тата суд ĕç-хĕлне ура хурать, граждансен саккунлă интересĕсемпе прависене пăсать. Çакăн йышши преступлени тăвакансене Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 306 тата 307 статйисемпе айăпласа 2-6 çул ирĕкрен хăтарма пултараççĕ».