06 февраля 2016 г.
Юлашки çулсенче, инновациллĕ технологисем кашни çулах çĕнелсе пынипе, хура чунлисем те çынсене улталас тесе çĕнĕ меслетсем шыраса тупаççĕ. Акă, 2015 çулта укçа тытмалли карттăсем, банкри счетсем çинчен электронлă майпа е телефонпа шăнкăравласа кирлĕ информацие ыйтса пĕлнипе укçа вăрланин тĕслĕхĕсем ÿснĕ. Юлашки çулсенче тата интернетра сутас е туянас пĕлтерÿсем нумайланчĕç. Акă тĕслĕхрен, халăх Авито сайтпа час-часах усă курать. Шел пулин те, кунта та ултавçăсем пуймалли тĕрлĕ меслет шыраса тупнă. Пĕр-пĕр пĕлтерÿ лартнă çынна телефонпа шăнкăравласа сутакан япалана туянма, укçан çур суммине банк картти çине куçарма калаçса татăлаççĕ. Çавăн пек шульăксем çыннăн банк карттин номерне те вăлтса пĕлеççĕ, тимлĕхе çухатнă граждансем банк ярса паракан кода та вĕсене каласа параççĕ, кайран укçасăр тăрса юлаççĕ. Çакăн пек лару-тăру сиксе тухасран килекен СМСри цифрăсене никама та пĕлтерме юраманнине манмалла мар.
Улталаннă çынсен шучĕ ÿссе пынă май Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствинче «Киберпреступления и телефонные мошенничества» темăпа пресс-конференци иртрĕ. МИХ представителĕсемпе уголовнăй шырав управленийĕн тата «К» пайăн, «Сбербанк» ПАО республикăри уйрăмĕн ертÿçисем тĕл пулчĕç.
Уголовнăй шырав управленийĕн начальникĕн çумĕ Евгений Андреев пуçтарăннисене республика территорийĕнче пулса иртекен ултавлă ĕçсем пирки пĕлтерчĕ.
- 2015 çулта республикăра шульăкланин 1058 фактне палăртнă, вĕсенчен 102-шĕ - ял тăрăхĕсенче. Ултавçăсенчен ытларах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче, Улатăр, Шупашкар районĕсенче пурăнакансем шар курнă, - терĕ Евгений Анатольевич.
Ултавсен тĕп тĕсĕсем пирки полицин аслă лейтенанчĕ Андрей Яблоков каласа пачĕ. Андрей Александрович пĕлтернĕ тăрăх, час-часах республикăра пурăнакансем «социаллă» ултавçăсенчен /социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем, пăснине сирекенсем е ăпăр-тапăр сутакансем тесе суякансем/, телефонпа е интернетпа усă курса пурлăха вăрлакансенчен шар кураççĕ.
Банк карттисенчен укçа-тенке вăрлани пирки ШĔМĕн «К» уйрăмĕн начальникĕ, полицин подполковникĕ Александр Смирнов тĕплĕнрех каласа пачĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çынсен банк карттисенчен укçа-тенкĕ вăрланин 49 фактне тупса палăртнă. Вĕсенчен 7-шне палламан номерсенчен янă СМС-çырусене граждансем уçса, телефон çине куçнă сиен кÿрекен программăсемпе усă курса пурнăçланă.
Банк карттисемпе тĕрĕс, хăрушлăхсăр усă курасси тата мошенниксене хирĕç еплерех кĕрешесси пирки вара «Перекет банкĕ» ПАОн Чăваш Республикинчи тÿрĕ суту уйрăмĕн начальникĕ Евгений Слепенко тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.
Н.АРХИПОВА.