Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра тытăр, шульăксенчен сыхланăр

06 февраля 2016 г.

Банк картти е тĕрлĕ счетсем çинчи укçа-тенке сыхласа хăварас тесен çак правилăсене асра тытмалла:

1. Банк карттин пин-кодне, реквизичĕсене /карта номерне, вăрттăн кодне, карта хăçанччен ĕçленине, камăн пулнине/ никама та, нихăçан та ан пĕлтерĕр;

2. Пин-кода вĕренмелле, ăна карттăпа çумăн тытмалла мар;

3. Карттăна ют çынсене тыттармалла мар, унпа пурнăçлакан  операцисене сăнаса тăма тăрăшмалла;

4. Тÿлевсене йышăнакан кассирсене е магазинсенчи сутуçăсене карттăсене сăнаса тăма ан парăр, ăна сире каялла тыттарсанах пуçтарса хурăр;

5. Карттăсем çинчен укçа илес тесен видеосăнав тата хурал пур, хăрушсăрлăхлă вырăна вырнаçтарнă банкоматсемпе усă курма тăрăшăр. Çакăн евĕр банкоматсем патшалăх учрежденийĕсенче, банксенче, пысăк суту-илÿ центрĕсенче вырнаçнă;

6. Чексене банкомат çумĕнче пăрахса ан хăварăр, май пулсан çурса тăкма тăрăшăр;

7. Банкоматра тĕрлĕ операцисем туса ирттернĕ чухне çумри ют çынсенчен асăрханăр, картоприемник, клавиатура тата хăй банкомат çинче хушма устройствăсем пурри е çуккине сăнăр. Ун пек япаласене асăрхасан банкомат çинчи телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлтерме тăрăшăр;

8. Интернет урлă мĕн те пулин илес пулсан карта номерне икĕ хутчен ан çырăр;

9. Енчен те банк ĕçченĕсем тесе шăнкăравлакансем карта реквизичĕсене  ыйтсан, вĕсене нимĕн те ан пĕлтерĕр, вĕсемпе ан калаçăр, май пулсан шăнкăравланă номере полицие пĕлтерĕр. Банкра сирĕн реквизитсем пуррине ан манăр;

10. Карттăсемпе усă курнă чухне тĕрлĕ ыйтусем çуралсан банк ĕçченĕсенчен сĕнÿсем ыйтăр, ытти çынсен сĕнÿ-канашĕпе усă курма ан тăрăшăр;

11. Банк операцийĕсем çинчен СМС-çырусем килекен телефон номерне улăштарсан банк ĕçченĕсене кун пирки пĕлтерĕр;

12. «Зарплатный» текен тата кредит лимитне паракан карттăсемпе  интернетра суту-илÿ ан тăвăр. Енчен те шульăксем карта çинчен укçа вăрлас тесен пĕтĕм ĕç укçине тата кредит лимитне илсе кайма пултараççĕ;

13. «Интернет-банкинг» пулăшупа тăтăш усă куратăр пулсан унта кĕмелли логинпа пароле вăрттăн вырăнта упрăр. Вĕсене çухатсассăн нумай кĕтмесĕрех банка шăнкăравласа «Интернет-банкингри» харпăр хăй кабинетне кĕме чарма ыйтăр, малтанхи парольсене улăштарăр.

Банк картти - укçа упрама, магазинсенче, кафесенче, интернетра укçасăрах илме май паракан мел. Асăннă карттăсене халăха çăмăлрах пултăр тесе, алри укçапа усă курнине чакарас тĕллевпе шутласа кăларнă. Çавăнпа пĕрлех карта хуçисем хăйсем тимсĕр пулнипе, хăш-пĕр правилăсене пĕлменнипе укçа-тенкĕсĕр тăрса юлма пултараççĕ. Карттăсемпе усă курнă чухне тимлĕ пулăр!

В.МЕКШЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика