06 февраля 2016 г.
Çемье ыйтăвĕсене тивĕçтерме амăшĕн /çемье/ капиталĕнчен пĕр харăс 20 пин тенкĕ илме май пур.
Кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне районти 270 çемье амăшĕн /çемье/ капиталĕнчен 4978 пин тенкĕ илме тĕв тунă.
Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас текенсем кăçалхи мартăн 21-мĕшĕччен Раççей Пенси фончĕн районти пайне е нумай функциллĕ центра килсе заявлени памалла. Унта СНИЛС номерне, амăшĕн /çемье/ капиталĕн сертификачĕн серипе номерне палăртмалла. Çавăн пекех çумра паспорт е çын кам пулнине ĕнентерекен ытти документ, счет реквизичĕсем çинчен банк панă справка пулмалла.
Тÿлеве 2 уйăх тăршшĕнче куçарса параççĕ.
З.ЯКОВЛЕВА,
Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи.