Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăртрах алла илетĕр

06 февраля 2016 г.

Илтнĕ тăрăх, судпа айăпланни çинчен паракан справкăна пĕр уйăхран алла илме пулать. Манăн часах командировкăна тухса каймалла, çавăнпа справка та маларах кирлĕ. Ăна алла хăвăртрах илме май çук-ши?

Ирина ПЕТРОВА.
Елчĕк.

Чăнах, судпа айăпланни е айпланманни çинчен справкăна 30 кун хушшинче хатĕрлесе параççĕ. Çапах ăна маларах илме те май пур. ШĔМĕн Чăваш Республикинчи информаци центрĕн начальникĕ Николай Гусев çапла пĕлтерчĕ: «Енчен те эсир судпа айăпланни е айăпланманни çинчен справкăна 10-14 кун хушшинче алла илес тесен, заявленине Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă электрон мелĕпе ярса памалла. Справка хатĕрри çинчен сире электрон почтипе е интернетри «Личный кабинет» урлă пĕлтереççĕ. Справкăна ШĔМĕн информаци центрĕнче е районти полици пайĕнче параççĕ. Çавăн пекех ăна нумай функциллĕ  центр урлă та илме пулать.

Республикăра пурăнакансем Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче www.gosuslugi.ru электрон адресĕпе регистрациленнĕ пулсан, кирлĕ пулăшăва кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа илме май пуррине ăнланса илчĕç пулĕ тесе шутлатăп».

И.ЖИРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика