06 февраля 2016 г.
1925 çулта çемье çавăрнă Хăвăлçырма ялĕнчи Кузьминсем - Александр тата Евдокия 4 ачана /Василий, Мария, Иван тата Валерий/ кун çути парнеленĕ. Анчах телейлĕ пурнăç вăраха пыман. Арăмĕ, Евдоки, йывăр чире пула 1935 çулта çут тĕнчерен уйрăлса каять. Çамрăк арçын 4 ачипе тăлăха тăрса юлнă, чи кĕçĕнни - Валерий 9 уйăх та тултарайман. Александр арăмĕ вилнĕ хыççăн нумаях та пурăнмасть, ялти ватă хĕре - Кăтьука качча илет. Ют хĕрарăм çурта килсен пуçланнă ахăрсамана. Ача çуратса курман, ун ăшшине нихçан та туйман Кăтьук хистенипе 9 уйăхри ачана ашшĕ Кĕçĕн Таяпана хăйпе пĕртăван аппăшĕ патне леçсе парать. Унăн хăйĕн те сак тулли ача пулнă. 3 çул чăткаласа пурăннă хыççăн аппăшĕ арçын ачана килне леçсе панă. Пурпĕрех амаçури амăшĕ ачана йышăнасшăн пулман.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кунсенчех ялтан харăсах 9 арçынна, çав шутра Валерий ашшĕне Александра та фронта илсе каяççĕ. Вăл 1943 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче çапăçура пуçне хунă. Унăн ÿтне Калуга облаçĕнчи Спас-Деменск районĕнчи Вязовка ял масарĕнче пытарнă. Сăмах май, унпа пĕрле фронта кайнисем пĕри те вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Александр Кузьминăн 1926 çулта çуралнă Василий ывăлĕ те вăрçă вут-çулăмне лекнĕ. Паян кун та ыр-сывах пурăнать. Мария хĕрĕ шкулта 3 класс анчах вĕреннĕ. Çамрăклах ĕне фермине ĕçе кĕрсе мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех дояркăра тăрăшнă. Пархатарлă ĕçшĕн ăна «Ĕçри çитĕнÿсемшĕн» медальпе чысланă.
Амаçури амăшĕ ачасене пĕрне те йышăнман, ытларах кĕçĕннине - Валерие йывăр килнĕ. Кăтьук 4 çул та тултарман ачана кăмака хыçĕнче усранă, хăмасенчен çапкаласа кравать пекки, пуçне хума хăмана чалăш çапса панă. Айне нимĕн те сарман. Кăçалхи август уйăхĕнче 80 çул тултаракан Валерий Александрович çăмăлпа иртмен ачалăхĕ пирки куççулĕ витĕр çапла каласа кăтартрĕ: «Ачалăхăм кăмака хыçĕнче иртрĕ.Çывăрнă чухне шăнса кайсан Маня аппа амаçури аннерен вăрттăн çĕтĕк тумтирпе витетчĕ. Лешĕ вара çакна курсан, сиссен ăна та каялла илсе ывăтатчĕ. Вилтĕр тенĕ вăл мана. Ытла сивĕ чухне кăмака шăтăкне кĕрсе выртаттăм. Хам тавра таракансем чупатчĕç. Вĕсем купаланса выртни мана ăшăтнăн туйăнатчĕ. Антарса панă шĕвĕ яшкана хăш-пĕр чухне унран вăрттăн çăнăх лăкаса яраттăм. Пĕррехинче çăнăх вăрланине сисрĕ те мана лупас айне сĕтĕрсе кайрĕ. Унти юпа çумне мана хĕнеме кантра çакса хунăччĕ, тепри пÿртре çакăнса тăратчĕ. Мана, пĕчĕккĕ те имшерккескере, хул хушшине хĕстерсе юпа умне илсе çитерчĕ, çыхса хучĕ те - тытăнчĕ хĕнеме. Ыратнине чăтаймасăр çухăрма тытăнтăм, ман сасса илтсе кÿршĕ-аршăсем пирĕн хапха патне чупса çитнĕ, анчах картишне кĕме хăраççĕ иккен. Çав вăхăтра урампа Кĕркуç Трофимов иртсе пынă. Вăл картишне чупса кĕрсе мана вилĕмрен хăтарнă.
Пирĕн ĕне те пурччĕ, амаçури анне сĕтне сăватчĕ те кантрапа çыхса тарасана сивĕ шыв çине лартатчĕ. Ăна пире çитерсе курман, хăймине пухса çу, йÿçĕхнĕ сĕтĕнчен чăкăт туса кашни ытларикун Терпит пасарне сутма илсе каятчĕ, çăмарта та сутнă вăл. Эпир вара шыв хушнă уйран анчах çикелесе пурăннă. Пĕррехинче Иван аслăк çинчи чăх йăвинчен 2 çăмарта вăрларĕ, мана пĕрне пачĕ, тепĕрне хăй çирĕ. Кăтьук çакна курчĕ те пирĕн пата чупса пычĕ. Иван тухса тарчĕ, эпĕ - ĕлкĕреймерĕм. Каллех хĕнерĕ, ун хыççăн тĕпсакай алăкне уçрĕ те кантрапа çыхса пуçхĕрлĕ çакса хучĕ, хăй урама тухса кайрĕ. Эпĕ кăшкăрнă сасса илтсе Мари аппа пÿрте чупса кĕчĕ, кантри мĕнĕпех мана тĕпсакайĕнчен туртса кăларчĕ. Иван вара виçĕ кун киле килмесĕр пурăнчĕ. Кăтьукшăн пулсан хăть нихăçан киле пырса ан кĕр. Сĕтел уринчен çыхса хурса хĕнени те темиçе хутчен пулнă. Çуллахи кун манăн вырăн витери аслăк тăрринче пулнă. Кашни кунах хире тухаттăм, унта çиме юрăхлă курăксене пухаттăм. Мана кÿршĕсем те хĕрхенетчĕç. Хăйсен куççулĕсене шăлса та пулин мана йăпататчĕç. Кăтьукран вăрттăн хăйсем патне илсе кайса яшка çитеретчĕç, пашалу, улма паратчĕç. Эпĕ ăна пытарса хураттăм та вăл курман чухне çиеттĕм. Çарамас пекех ÿсрĕм, урана тăхăнма та пулман. Шкулта та 3 çул анчах вĕреннĕ, амаçури анне урăх вĕренме ямарĕ. Апла пулин те пурнăç урапи малалла шурĕ. Çамрăклах ĕçе кÿлĕнтĕм, ÿссе те çитĕнтĕм. Тавах Турра, салтака кайма та юрăхлă пултăм. Караганда хулинчи шахтăра 10 çул ĕçлерĕм. Авлантăм, кÿршĕллĕ районти Йăлмахва хĕрне качча илтĕм. 5 ывăл çуратса ÿстертĕмĕр. Ачасем пурте сывă, çемьеллĕ, сывлăхлă. Хальхи вăхăтра килте Райкапа иксĕмĕр анчах пурăнатпăр».
Вĕсем иккĕшĕ те фермăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Кил хуçи - скотникра, Райка дояркăра 38 çул ĕçленĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе тата юратса пурăннă. Хăйсен вăйĕпе хăтлă çурт-йĕр хăпартнă. 90 çула çитиччен пурăннă, хăй мĕн виличчен килте хуçа пулнă Кăтьукăн йывăр тăпри çăмăл пултăр. Унăн çĕр çинчи пысăк çылăхĕсене Турă каçартăр. Мĕскĕнсене – тăлăха юлнă ачасене çавăн пекех асап кăтартмалла пулман...
ИСОНИЯ ВОЛКОВА.
Хăвăлçырма ялĕ.