03 февраля 2016 г.
Кăрлачăн 28-29 мĕшĕсенче Мускавра Раççей Федерацийĕн Общество палатин пленарлă ларăвĕ иртнĕ. Пĕрремĕш кун унта Чăваш Республикин презентацине йĕркеленĕ. Мероприятие республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçнă.
Ларăва хутшăнакансем Чăваш Енĕн курав экспозицийĕпе - регионăн экологи, культура, спорт, ял тата туризм проекчĕсемпе - паллашнă. Уйрăмах Вăрнарти тата Шупашкарти аш-какай комбиначĕсен продукцийĕ, «Акконд» фабрикăн канфечĕсем, «Изамбаевский» сĕт завочĕн сырĕ пысăк хака тивĕçнĕ.
Чăваш Республикин экспозицийĕпе хăнасем пленарлă ларăвăн иккĕмĕш кунĕнче те - унта Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Председателĕ Сергей Нарышкин та пулнă - паллашнă.
Чăваш Республикин презентацийĕ иртнĕ вăхăтра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Общество палатин секретарĕн пĕрремĕш заместителĕпе, Раççей Геройĕпе, «XXI ĕмĕр салтакĕсем вăрçăсене хирĕç» ыркăмăллăх фончĕн президенчĕпе Вячеслав Бочаровпа тĕл пулнă. Вĕсем çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парассипе, ачасене физкультурăпа тата спортпа туслаштарассипе, вăрçă тата хĕç-пăшаллă хирĕçтăрусен ветеранĕсемпе инваличĕсене пулăшупа тивĕçтерессипе, ыркăмăллăх ĕçне аталантарассипе, Чăваш Республикинче тата Раççей Федерацийĕнче пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассипе тата социаллă политикăна пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.