03 февраля 2016 г.
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.
Канашлăва пуçланă май, Л.Левый «Елчĕк районĕнчи ЦБС» МБУК директорĕ пулма Н.Романовăна çирĕплетни çинчен пĕлтернĕ, пухăннисене унпа паллаштарнă.
Л.Левый иртнĕ эрнери паллă пулăмсем пирки чарăнса тăнă. Чи малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвне кашни ĕç коллективĕнчех тишкермеллине, унта палăртнă тĕллевсене пурнăçа куллен кĕртсе пымаллине пĕлтернĕ.
Кăçал Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă. Ăна нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта савăнăçлăн уçаççĕ. Унта район делегацийĕ те хутшăнать.
Ялхуçалăх пайĕн ертÿçи П.Тремасов иртнĕ эрнере районти комисси, «Яманчурино», «Победа», «Энтепе» ОООсенчи, «Комбайн», «Кушкă», Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенчи, «Прогресс» АХОри, Бикуловсен тата И.Чайкин ХФХсенчи фермăсенче пулса, вĕсенчи ĕçпе кану условийĕсене, ĕçе йĕркеленине тишкернĕ, лайăх тата начар енĕсене палăртнă. «Прогресс», «Комбайн», «Победа», «Яманчурино», «Энтепе» хуçалăхсенчи ырă пулăмсене, çĕнĕлĕхсене ытти çĕрте те анлăн пурнăçа кĕртме сĕннĕ.
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче муниципалитет пулăшăвĕсене парасси мĕнле шайра пулни çинчен район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи М.Павлова паллаштарнă, пулăшусене парассинче электрон мелĕпе ытларах усă курма сĕннĕ.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи В.Спиридонова иртнĕ çулхи ĕç-хĕл çинчен чарăнса тăнă.
Канашлура районти, ялсенчи çулсене тытса тăрас тата вĕсене çывăх вăхăтра çĕнетес, нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисене юрпа пăртан тасатас, канализаципе шыв пăрăхĕсен тытăмне ăнăçлă пăхса тăрас, халăхран туянакан сĕт хакне тĕрĕс палăртас, çĕр ыйтăвĕсене татса парас тата районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.