Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предпринимательсем пуçаруллă

03 февраля 2016 г.

Лаш Таяпа ялĕ хăйĕн теветкеллĕ, кирек хăш пысăк ĕçе пурнăçлама та  пулăшу аллине тăсса пама ÿркенмен  çыннисемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать.

Çак ялта çуралса ÿснĕ нумай çын, хальхи вăхăтра тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнать пулин те, ял малашлăхĕшĕн тăрăшать. Спонсорсем шкул, культура учрежденийĕсене нумай пулăшаççĕ. Çакăн пек ырă кăмăллă çынсенчен пĕри - В.Меметов. Г.Дмитриев, В.Ершов тата ытти предпринимательсем те айккинче тăрса юлмаççĕ, кирлĕ ĕçсене пурнăçланă çĕрте хăйсен тÿпине хываççĕ.

Пĕртăван Алексей тата Николай Сметанинсем, Шупашкарта «Магия стиля» строительство фирминче ĕçлекенскерсем, ялти культура çурчĕн директор пÿлĕмĕн маччине çĕнетме пулăшрĕç. Ятарлă материалран туртăнтарса тăвакан мачча питех те çыпăçуллă та илемлĕ пулса тухнă.

Ялти предпринимательсем Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркÿн çĕнĕ пысăк çуртне хута ярас ĕçе те хастар хутшăнаççĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика