03 февраля 2016 г.
90 çула ăс-хакăлпа, сывлăхпа кĕтсе илекен вăрăм ĕмĕрлĕ çын шутланать.
Çуткÿл ялĕнче пурăнакан, вăйпитти çулĕсене çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре ирттернĕ, пархатарлă ĕçĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята тата ытти ят-сума тивĕçлĕ пулнă Мария Петровна Петровăна Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Смирнов, Курнавăшри тата Вырăскассинчи культура ĕçченĕсем сумлă юбилей - 90 çул тултарнă ятпа саламланă, Раççей Президенчĕ В.Путин янă салам çырăвне панă.