03 февраля 2016 г.
Кайăксене хĕллехи сивĕ кунсене чăтса ирттерме пулăшас тĕллевпе Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кĕçĕн классенче вĕренекенсем «Кайăксене апатлантаратпăр» акцие хутшăнаççĕ.
Ачасемшĕн çакă кăсăклă та. Вĕсем кайăксен пурнăçĕ çинчен тата ытларах пĕлме тăрăшаççĕ. Сивĕ хĕл кунĕсенче пахчари йывăçсем çине сырăшсем туса çакас, кайăксене апатлантарас ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллашаççĕ.
Т.Зайцева класс ертÿçи ачасене ырра вĕрентекен çак мероприятие вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те явăçтарнă. Пĕрлехи ĕçĕн усси пысăк.