03 февраля 2016 г.
Патреккелĕнчи хоккей полщадкинче «Ылтăн шайба» клубăн призĕсемшĕн чи кĕçĕннисем - 2005-2006 çулсенче çуралнă çамрăк хоккеистсем тупăшрĕç.
Ăмăрту хĕрÿ иртрĕ. Патреккелĕнчи тĕп тата Елчĕкри вăтам шкулсен командисем малти вырăна йышăнассишĕн кĕрешрĕç. Пĕрремĕш тапхăрта вăйă пĕр тан пычĕ пулин те каярахпа Патреккелсем пуçарулăхпа палăрчĕç. Вăйă вĕсем 8:1 шутпа çĕнтернипе вĕçленчĕ. Патреккелсенчен Роман Гаврилов, Павел Доброхотов тапăнса вылякансем, Петр Палашкинпа Дмитрий Кузнецов хÿтĕлевçĕсем, Максим Тарасов вратарь палăрчĕç.
Турнир малалла тăсăлать.