Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрă-хурах алхаснă

03 февраля 2016 г.

1969 çулта Чăваш патшалăх университечĕн иккĕмĕш курсне пĕтерсен, Мускаври энергетика институчĕн студенчĕсен пĕр ушкăнĕ мана хăйсемпе пĕрле Якут АССРĕнчи Ленск хулине илсе кайрĕ. Вырăна çитсен, хăрушсăрлăх правилисемпе инструктаж илсе, тепĕр куннех ĕçе пикентĕмĕр. Кунти порта тĕрлĕ таварпа тиеннĕ питĕ нумай баржа пырать. Пушатакан рабочисем çитменнипе черет тăршшĕ пĕр километртан та вăрăмрах пулĕ. Бригадăна сирпĕтмелли хатĕрсемпе ларакан баржăсене пушатма сĕнчĕç. Тол, толуол, аммонал, аммонит шашкисемпе тултарнă, сакăрвунă килограмм таякан ешчĕксене груз таксисем çине тиесен, пире кузов çине лартса, брезентпа витетчĕç те, колонна тапранса каятчĕ. Ăçталла, миçе километр кайнине эпир пĕлме пултарайман, çутă пĕчĕк шăтăк-çурăксенчен кăна кĕретчĕ. Ешчĕксене тайгари складсене пушататтăмăр. Ÿкмелле мар тата ывăтса ямасăр, майпен кăна хурса купаланине çар тумне тăхăннă çынсем тимлĕн тĕрĕслесе тăратчĕç. Вĕсем каланă тăрăх, çак зонăна çерçи те вĕçсе кĕреймест. Складсем сасартăк сирпĕнсе кайсан тавралăх атом бомби пăрахнинчен кая мар арканнине эпир лайăх пĕлсе тăнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарса килнĕ май, уйăх çурă ĕçленĕ хыççăн, киле кайма вăхăт çитрĕ. Нимĕнле хут çине те алă пустармасăр, пиншер тенкĕ укçа пачĕç. Пире вăл темшĕн сахал пек туйăнчĕ. Çав вăхăтра вăтам ĕç укçи çĕр тенкĕпе танлашнă.

Тепĕр çулхи кĕркунне, ĕçлесе таврăннă юлташсенчен питĕ начар хыпар илтĕмĕр. Минск университечĕн студентне ишекен кран баржа çумне хĕстерсе вĕлернĕ. Право йĕркине сыхлакансем следстви ĕçне пуçласа янă. Ытти преступленисемпе пĕрле, пысăк хăрушлăх кÿрсе тăракан ешчĕксене пушатнăшăн аякран килекен студентсене ĕçшĕн виçĕ хут сахалтарах тÿленине тупса палăртнă. Порт начальникĕнчен пуçласа кĕçĕн бухгалтер таранччен тĕрмене хупнă. Эпир çĕнĕ пуçлăх патне хамăра ĕçленĕшĕн тĕрĕс мар тÿлени пирки ушкăнпа çыру çырса ятăмăр. Вăл бухгалтеринче пире ĕçе вырнаçтарнă пирки нимĕнле документ та пулманни, çавăнпа та вăхăтра илеймен укçана ярса пама май çукки çинчен çырса пĕлтерчĕ. Ĕç укçине кĕсьерен кăларса панă пулать. Вăрă-хурах тĕрмене хупнипе кăна мар, тĕнчепе пĕрле пĕтет.

Патша вăхăтĕнче Ленска каторгăна янă. Революци хыççăн, граждан вăрçи чарăнсан, унта тата ытти нумай çĕрте Гулаг йĕркеленме пуçланнă. Портра ĕçлекен вырăнти çынсем каласа панă тăрăх, хулана хупăрласа тăракан тайгара пысăк лаптăк йышăнакан тĕрмесен шучĕ те çук. Кунта ĕçлеме килсен алмазпа ылтăн кăларнă çĕрте вăй хуракан рабочисем революцичченех татăк хăмасенчен çапкаласа тунă, никĕсĕсем çĕрнипе тайăлнă бараксенче пурăннинчен эпир питĕ тĕлĕннĕччĕ. Вĕсем патне шыв пăрăхĕсем илсе пыман. Çумăр çусан, урамсенче пылчăк çăрăлнă. Усă курнă шыва витрепе йăтса тухса тăкнă. Картишсенче çÿп-çап, ытти тасамарлăх куписем тирпейсĕр выртнă. Хулара кирпĕчрен купаланă культура çурчĕ кăначчĕ, ăна та эпир пыриччен çулталăк маларах кăна хута янă.

Нихăçан та пулманни - 2001 çулхи майăн 18-мĕшĕнче пăр капланса ларнипе Лена юханшывĕ çырантан тухни. Айлăмри çуртсене шыв илнипе вăтăр пин ытла çын инкеке лекнĕ, вилнисем те пулнă. Кун хыççăн нумай та вăхăт иртмен, сăртлă вырăнта пысăк та илемлĕ çĕнĕ хула ÿссе ларнă. Телее кĕтсе илес çукчĕ, инкек пулăшрĕ тесе халăхра ахальтен каламан.

Владимир МАЙКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика