Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă кунсем, юбилейсем

03 февраля 2016 г.

Нарăс, 1

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, I, II степень Отечествăлла вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, 20 медале тивĕçнĕ Алексей Егорович Смирнов /Акчел/ çуралнăранпа - 95 çул.

 

Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, медальсене тивĕçнĕ Алексей Дмитриевич Клечков /Хăвăлçырма/ çуралнăранпа - 85 çул.

 

Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ Василий Иванович Выйгетов /Патреккел/ çуралнăранпа - 70 çул.

Нарăс, 2

Граждан вăрçине хутшăннă, РСФСР правительствинче тĕрлĕ должноçсенче ĕçленĕ Георгий Осипович Сурф /Лаш Таяпа/ çуралнăранпа – 115 çул.

 

1945 çулхи июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ площадьри Çĕнтерÿ парадне хутшăннă, I, II степень Отечествăлла вăрçă орденĕсене, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Венăна илнĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ Николай Тихонович Мальцев /Тÿскел/ çуралнăранпа - 95 çул.

 

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Димитриевич Теллин /Кавал/ 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Нарăс, 3

Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Ольга Ивановна Петрова /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 65 çул.

Нарăс, 4

Тутар АССРĕн чи лайăх физкультура учителĕ, РСФСР Çутĕç министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Иван Иванович Карамаликов /Вăрăмхăва/ çуралнăранпа – 60 çул.

Нарăс, 6

Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР вĕрентĕвĕн отличникĕ, Хисеп Палли ордена, медальсене тивĕçнĕ Клавдия Михайловна Леонтьева /Аслă Таяпа/ çуралнăранпа - 80 çул.

Нарăс, 8

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ ордена, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине, ВДНХн пăхăр, кĕмĕл медалĕсене тивĕçнĕ Конон Алексеевич Фролов /Кивĕ Арланкасси/ çуралнăранпа - 85 çул.

Нарăс, 10

«Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ  Нина Ивановна Портнова /Вырăскасси/ çуралнăранпа - 90 çул.

Нарăс, 11

«Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ Перасковия Николаевна Алюкина /Элекçей Тимеш/ çуралнăранпа – 95 çул.

 

«Ача амăшĕ героиня», «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденсене тивĕçнĕ  Мария Григорьевна Ефимова /Вырăскасси/ çуралнăранпа - 90 çул.

Нарăс, 13

1898-1902 çулсенче пейзаж, юрату, философи тата сатира сăввисем çырнă Хĕветĕр Турхан /Федор Васильевич Васильев/ /Турхан/ çуралнăранпа – 140 çул.

 

Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ, СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ,  «Пĕр кăлтăксăр службăшăн»  3,2 тата I степень, Социализмлă Чехословаки Республикин II степень медалĕсене тивĕçнĕ Василий Павлович Голубев /Каркалар/ çуралнăранпа - 90 çул.

 

Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, КПСС Чăваш обкомĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Петр Яковлевич Школьников /Аслă Пăла Тимеш/ çуралнăранпа - 80 çул.

Нарăс, 14

Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине, Ача амăшĕн медальне тивĕçнĕ Зоя  Алексеевна Князева /Лаш Таяпа/ çуралнăранпа - 75 çул.

 

Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ Виталий Деомидович Свеклов /Питтĕпел/ 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика