Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿснĕ

30 января 2016 г.

Граждан обществин аталанăвĕн фончĕ кĕпĕрнаттăрсен 2015 çулхи эффективлăхĕн рейтингне çирĕплетнĕ. Унăн кăтартăвĕсемпе сакăр субъект ертÿçин ĕç-хĕл тухăçлăхĕ ÿснĕ. 11 регион пуçлăхĕ хăйсене шанса панă регионсенче управлени ĕçне 2014 çулхинчен япăхрах туса пыни палăрнă.

Çитĕнÿ тунă сакăр ертÿçĕ йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пур. Вăл рейтингра 11 пункт хăпарнă. Чăваш Ен Ертÿçин позицийĕ лайăхланни промышленноçа инвестицисем илсе килме пултарнипе, импорта улăштарма май паракан производство йĕркеленипе, çĕнĕ промышленноç предприятийĕсем уçăлнипе, республика Правительстви социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене ÿсме чарас тĕллевпе сăнаса тăнипе çыхăннă.

Михаил Игнатьев умĕн рейтингра - Иваново тата Мурманск облаçĕсен кĕпĕрнаттăрĕсем П.Коньков тата М.Ковтун /13 пункт хăпарнă/, Камчатка ертÿçи В.Илюхин /12 пункт ÿснĕ/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика